Апокалипсис 13:2 - Синодальный НЗ2 Манӑн умри тискер кайӑк барс евӗрлӗрехчӗ. Урисем унӑн упан пек, ҫӑварӗ арӑсланӑн пек. Аҫтаха ӑна хӑйӗн вӑйне, престолне тата пуҫ пулмалли аслӑ ирӗкне панӑ. အခန်းကိုကြည့်ပါ။ |
Анчах та тискер кайӑка тата ун умӗнче тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартакан суя пророка ярса тытрӗҫ. Ҫав тӗлӗнмелле ӗҫсене кӑтартса вӑл тискер кайӑкӑн ҫыру паллине ларттаракансене, тискер кайӑк сӑнарне пуҫҫапакансене илӗртсе улталанӑ. Вара тискер кайӑкпа суя пророка иккӗшне те кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлле чӗрӗллех пӑрахрӗҫ.