Апокалипсис 13:14 - Синодальный НЗ14 Пӗрремӗш тискер кайӑк умӗнче тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартса, вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакансене илӗртсе улталать. Вӑл ҫынсене хӗҫпе суранланнӑ, анчах та чӗрӗ тискер кайӑкӑн сӑнарне ӑсталама хистет. အခန်းကိုကြည့်ပါ။ |
Анчах та тискер кайӑка тата ун умӗнче тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартакан суя пророка ярса тытрӗҫ. Ҫав тӗлӗнмелле ӗҫсене кӑтартса вӑл тискер кайӑкӑн ҫыру паллине ларттаракансене, тискер кайӑк сӑнарне пуҫҫапакансене илӗртсе улталанӑ. Вара тискер кайӑкпа суя пророка иккӗшне те кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлле чӗрӗллех пӑрахрӗҫ.