Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 13:13 - Синодальный НЗ

13 Вӑл тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартать: ҫынсен куҫӗ умӗнчех тӳперен ҫӗр ҫине вут-ҫулӑм антарать.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 13:13
20 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Унтан Иисус патне фарисейсемпе саддукейсем пынӑ та, Ӑна тӗрӗслес тесе, тӳперен хӑват кӑтартма ыйтнӑ.


Мӗншӗн тесен суя христоссемпе суя пророксем тупӑнӗҫ. Вӗсем тӗлӗнмелле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартса, май килсен, суйласа илнисене те илӗртсе улталама пӑхӗҫ.


Мӗншӗн тесен суя христоссемпе суя пророксем тупӑнӗҫ. Вӗсем, тӗлӗнмелле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартса, май килсен суйласа илнисене те илӗртсе улталама пӑхӗҫ.


Ианнийпе Иамврий Моисея епле хирӗҫленӗ, ҫав суя вӗрентӳҫӗсем те ҫаплах чӑнлӑха хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Вӗсем пӑсӑк ӑслӑ, чӑн ӗненӳ мӗнне те пӗлмеҫҫӗ.


Кам та пулин пророксене сӑтӑр тӑвас тесен, вӗсен ҫӑварӗнчен вут-ҫулӑм тухӗ те тӑшманӗсене кӗллентерӗ. Пророксене сӑтӑр тӑвас текенсем вилӗме тивӗҫлӗ.


Кусем – тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартакан усал сывлӑшсем. Пурне те тытса тӑракан Туррӑн ҫак аслӑ кунӗнче патшасене вӑрҫа пухас тесе, усал сывлӑшсем пӗтӗм тӗнчери ҫӗр-шывсен патшисем патне тухаҫҫӗ.


Анчах та тискер кайӑка тата ун умӗнче тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартакан суя пророка ярса тытрӗҫ. Ҫав тӗлӗнмелле ӗҫсене кӑтартса вӑл тискер кайӑкӑн ҫыру паллине ларттаракансене, тискер кайӑк сӑнарне пуҫҫапакансене илӗртсе улталанӑ. Вара тискер кайӑкпа суя пророка иккӗшне те кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлле чӗрӗллех пӑрахрӗҫ.


Анчах та тӳперен, Турӑ патӗнчен, вут анчӗ те вӗсене ҫунтарса ячӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ