Апокалипсис 13:12 - Синодальный НЗ12 Пӗрремӗш тискер кайӑкӑн вӑй-хӑватне ӑна та панӑ, вӑл – пӗрремӗш тискер кайӑк умӗнче ӗҫлесе тӑраканӗ, пулӑшаканӗ. Ҫавскер пӗтӗм ҫӗре, ҫӗр ҫинче пурӑнакансене вилмеллех аманса тӳрленнӗ тискер кайӑка пуҫҫаптарасшӑн. အခန်းကိုကြည့်ပါ။ |
Анчах та тискер кайӑка тата ун умӗнче тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартакан суя пророка ярса тытрӗҫ. Ҫав тӗлӗнмелле ӗҫсене кӑтартса вӑл тискер кайӑкӑн ҫыру паллине ларттаракансене, тискер кайӑк сӑнарне пуҫҫапакансене илӗртсе улталанӑ. Вара тискер кайӑкпа суя пророка иккӗшне те кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлле чӗрӗллех пӑрахрӗҫ.
Унтан эпӗ престолсене тата вӗсем ҫинче ларакансене куртӑм. Вӗсене суд тума ирӗк панӑ. Эпӗ тата Иисус ҫинчен, Турӑ сӑмахӗ ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтернӗшӗн пуҫӗсене каснӑ ҫынсен чунӗсене куртӑм. Вӗсем тискер кайӑка та, унӑн сӑнарне те пуҫҫапман; ҫамкисемпе аллисем ҫине ҫыру палли ларттарман. Вӗсем, чӗрӗлсе тӑрса, Христоспа пӗрле пин ҫул патшара ларчӗҫ.