Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 13:11 - Синодальный НЗ

11 Унтан эпӗ ҫӗр ӑшӗнчен тухакан тепӗр тискер кайӑка куртӑм. Унӑн Путекӗнни пек икӗ мӑйрака, калаҫасса хӑй аҫтаха пек калаҫать.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 13:11
17 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Суя пророксенчен асӑрханӑр. Вӗсем сирӗн патӑра сурӑх тирӗ витӗнсе пыраҫҫӗ, анчах ӑшӗнче хӑйсем – тискер кашкӑрсем.


Вӗсем Иисус Христос Хуҫамӑршӑн мар, хӑйсен хырӑмӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ; япшар чӗлхисемпе йӑпӑлтатса, ырӑ пулса, айваннисене улталаҫҫӗ.


Ҫавскер мӗн пуррине йӑлтах хирӗҫлӗ. «Турӑ», «сӑваплӑх» тетпӗр эпир. Вӑл вара хӑйне вӗсенчен те ҫӳле хурӗ. Турӑ Ҫуртне вӑл Турӑ пек кӗрсе ларӗ те хӑйне Турӑ тесе пӗлтерӗ.


Вӗсем хӑйсен пророкла сӑмахне вӗҫлесен, тӗпсӗрлӗхрен тискер кайӑк тухӗ те, вӗсемпе ҫапӑҫса, ҫӗнтерӗ; вӗсене вӗлерӗ.


Вара хӗрарӑма тарӑхса ҫитнӗ аҫтаха хӗрарӑм йӑхӗнчи ытти ҫынсемпе, Турӑ пил-хушӑвӗсене тата Иисус Христос вӗрентӗвне тытса пыракансемпе, ҫапӑҫма кайрӗ.


Тинӗс хӗрринчи хӑйӑр ҫинче тӑнӑ чухне эпӗ тинӗсрен тухакан ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ тискер кайӑка куртӑм. Мӑйракисем ҫинче унӑн вунӑ пуҫ кӑшӑлӗччӗ, кашни пуҫӗ ҫинех Турра хурлакан пӗрер ят ҫырнӑ.


Камӑн ҫак ҫыру палли ҫук, вӑл сутма та, илме те пултараймасть. Ҫыру паллинче тискер кайӑкӑн ятне е ҫав ята палӑртакан хисепе ҫырнӑ.


Ҫавӑн чухне эпӗ пӑхрӑм та аҫтаха ҫӑварӗнчен, тискер кайӑк ҫӑварӗнчен тата суя пророк ҫӑварӗнчен шапа евӗрлӗ виҫӗ усал сывлӑш тухнине куртӑм.


Эпӗ пӑхрӑм та – ҫак хӗрарӑм сӑваплисен юнне, Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенсен юнне ӗҫнипе ӳсӗррине куртӑм. Ӑна курсассӑн вара тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм.


Ҫак эсӗ курнӑ тискер кайӑк чӗрӗччӗ, халӗ вӑл вилӗ. Анчах та вӑл тӗпсӗрлӗхрен каллех чӗрӗлсе тухӗ те тӗп пулӗ. Ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен камсен ятне тӗнче пуҫланнӑранпах пурӑнӑҫ кӗнекине ҫырса хуман, ҫавсем тискер кайӑка курсан тӗлӗнӗҫ. Мӗншӗн тесен вӑл чӗрӗччӗ, халӗ вилӗ, унтан каллех чӗрӗлсе тухӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ