8 Анчах та вӗсем, ҫӗнтереймен пирки, тӳпери хӑйсен вырӑнне ҫухатрӗҫ.
Ӗнтӗ Эпӗ сана калатӑп: эсӗ – Петр. Эпӗ ӗненекен ушкӑнсем йӗркеленӗ чухне эсӗ вӗсемшӗн чул никӗс пулӑн. Вара ҫав Чиркӗве тамӑк хапхи те ҫӗнтереймӗ.
Иуда йышран уйӑрӑлса хӑй каймалли ҫӗре кайрӗ. Ун вырӑнне апостол тивӗҫне камӑн туса пымаллине кӑтартсамччӗ!»
Тата хӑйсен тивӗҫлӗхне упраса хӑварайман, хӑйсен вырӑнӗнчен пӑрахса кайнӑ ангелсем ҫинчен асилтерес тетӗп. Турӑ вӗсене аслӑ суд кунӗ валли ӗмӗрлӗх сӑнчӑрта, сӗм-тӗттӗмре усрать.
Вӗсем ӑна Путек Юнӗпе тата хӑйсем каласа пӗлтернӗ сӑмахпа ҫӗнтерчӗҫ, вилӗмрен хӑрамасӑр пурӑнӑҫне шеллемерӗҫ.
Унтан тӳпере вӑрҫӑ пуҫланса кайрӗ. Михаилпа унӑн ангелӗсем аҫтахапа ҫапӑҫрӗҫ. Аҫтахапа унӑн ангелӗсем те ӑна хирӗҫ вӑрҫма тухрӗҫ.
Ҫапла вара пысӑк аҫтахана, шуйттан тата сатана теекен авалхи ҫӗлене, пӗтӗм ҫут тӗнчене илӗртсе улталаканскере, ҫӗр ҫине ҫапса антарчӗҫ. Хӑйӗнпе пӗрле тата унӑн ангелӗсене те ҫӗре ӳкерчӗҫ.
Унтан эпӗ пысӑк шурӑ престол тата ун ҫинче Ларакана куртӑм. Вӑл пуртан ҫӗрпе пӗлӗт те ҫухалчӗ: вӗсем валли вырӑн юлмарӗ.