7 Унтан тӳпере вӑрҫӑ пуҫланса кайрӗ. Михаилпа унӑн ангелӗсем аҫтахапа ҫапӑҫрӗҫ. Аҫтахапа унӑн ангелӗсем те ӑна хирӗҫ вӑрҫма тухрӗҫ.
Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн ангелӗсене ярӗ те, вӗсем Унӑн Патшалӑхӗнчи ҫылӑха кӗртекенсене, усал тӑвакансене пурне те ҫумлӗҫ.
Этем Ывӑлӗ Ҫӳлти Ашшӗн мухтавӗпе, ангелӗсемпе килӗ те пурне те ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ.
Вара, вӑйлӑ труба сасси янӑраса кайсан, Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене ярӗ, вӗсем тӗнчен тӑватӑ енчен те, пӗлӗтӗн пӗр хӗрринчен пуҫласа тепӗр хӗррине ҫитичченех Унӑн суйласа илнӗ ҫыннисене пухӗҫ».
Унтан сулахай енчисене ҫапла калӗ: „Эй, ылханлӑскерсем! Шуйттанпа ӑна пулӑшаканӗсем валли хатӗрлесе хунӑ сӳнми тамӑк вутне кайӑр Ман патӑмран!
Е Эпӗ халӗ Аттемрен тархасласа ыйтма пултараймӑп тетӗн-и? Ыйтсан, Вӑл ҫак самантрах Ман патӑма вун икӗ пулккӑ та ытла ангел ярӗ.
Хама Турӑ нумай уҫса панипе мӑнкӑмӑлланса каясран вара чир-чӗр сӑнни ӳт-пӗвӗме витерчӗ. Мӑнкӑмӑлланса каясранах мана тертлентерме шуйттан ангелне ячӗҫ.
Мӗншӗн тесен эпир ӳтлӗ-юнлӑ ҫынсемпе ҫапӑҫмастпӑр. Эпир тӳпери пуҫлӑхсене, влаҫсене, ҫак тӗттӗмлӗх тӗнчине тытса тӑракансене, ҫӗрпе пӗлӗт хушшинчи усаллӑх сывлӑшӗсене хирӗҫ тӑратпӑр.
сире вара, хӗн-хур тӳсекенсене, Иисус Хуҫамӑр Хӑйӗн хӑватлӑ ангелӗсемпе тӳперен килнӗ чухне Турӑ пирӗнпе танах канӑҫлӑх парӗ.
Мӗн пурри – Турӑшӑн, мӗн пурри – Турӑран. Хӑйне ӗненекен ачисене мухтавлӑ тӑвакан Туррӑн ҫынсене ҫӑлӑнӑҫ кӳрекен Ҫулпуҫне асап кӑтартса асла кӑлармалла пулнӑ та.
Турӑ ҫылӑха кӗнӗ ангелсене те хӗрхенмен-ҫке-ха, суд кунӗнче айӑплав хуриччен сыхламашкӑн вӗсене тӗттӗм тамӑк тыткӑнне панӑ.
Моисей вилсессӗн унӑн ӳчӗ пирки шуйттанпа тавлашнӑ чухне Михаил Архангел шуйттана айӑплама хӑяйман: «Хуҫа Турӑ чартӑрах сана», – тенӗ ҫеҫ.
Анчах та вӗсем, ҫӗнтереймен пирки, тӳпери хӑйсен вырӑнне ҫухатрӗҫ.
Ҫапла вара пысӑк аҫтахана, шуйттан тата сатана теекен авалхи ҫӗлене, пӗтӗм ҫут тӗнчене илӗртсе улталаканскере, ҫӗр ҫине ҫапса антарчӗҫ. Хӑйӗнпе пӗрле тата унӑн ангелӗсене те ҫӗре ӳкерчӗҫ.
Тата ҫак тискер кайӑка сӑваплисемпе ҫапӑҫма, вӗсене ҫӗнтерме, тӗрлӗ йӑх-ӑрусемпе, тӗрлӗ чӗлхеллӗ тӗрлӗ халӑхсемпе пуҫ пулма ирӗк панӑччӗ.
Вӑл хайхи аҫтахана, авалхи ҫӗлене, ярса илчӗ те пин ҫуллӑха сӑнчӑрласа лартрӗ, ҫак ҫӗлен – шуйттан, сатана.