6 Вара хӗрарӑм пуш хире тарчӗ. Унта Турӑ ун валли вырӑн хатӗрлесе хунӑ, ҫавӑнта хӗрарӑма пин те ик ҫӗр утмӑл кун хушши пӑхса усрамалла пулнӑ.
Вара шуйттан Иисус патӗнчен кайнӑ, ҫавӑнтах ангелсем пынӑ та Уншӑн ӗҫлесе тӑма тытӑннӑ.
Анчах та хӑйӗн валли хатӗрленӗ пуш хирти вырӑна вӗҫсе каймашкӑн хӗрарӑма пысӑк ӑмӑрт кайӑкӑн икӗ ҫунатне панӑ пулнӑ. Ҫавӑнта, ҫӗленрен аякра, ӑна виҫӗ ҫул ҫурӑ пӑхса усрамалла пулнӑ.
Вӑл хӳрипеле сулчӗ те тӳпери ҫӑлтӑрсен виҫҫӗмӗш пайне ҫӗр ҫине шӑлса тӑкрӗ. Хӗрарӑм ҫуратсассӑнах унӑн ачине ҫисе ярасшӑн пулса, аҫтаха хӗрарӑм умне тӑчӗ.
Тискер кайӑка мӑнкӑмӑлланса калаҫмалӑх, Турра хурламалӑх чӗлхе-ҫӑвар тата хӗрӗх икӗ уйӑх хушши усал тумалӑх ирӗк панӑччӗ.
Вара мана, Святой Сывлӑш витӗмӗпе, ангел пуш хире ертсе кайрӗ. Унта эпӗ йӑм-хӗрлӗ тискер кайӑк ҫине утланнӑ хӗрарӑма куртӑм. Тискер кайӑкӗ ҫине йӑлтах Турра хурлакан ятсем ҫырса тултарнӑ, хӑй ҫичӗ пуҫлӑ та вунӑ мӑйракаллӑ.