Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 12:11 - Синодальный НЗ

11 Вӗсем ӑна Путек Юнӗпе тата хӑйсем каласа пӗлтернӗ сӑмахпа ҫӗнтерчӗҫ, вилӗмрен хӑрамасӑр пурӑнӑҫне шеллемерӗҫ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 12:11
33 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Кам хӑйӗн ашшӗ-амӑшне, арӑмне, ачисене, пӗртӑванӗсене е хӑйӗн пӗртен-пӗр пурӑнӑҫне Манран мала хурать, вӑл Ман вӗренекенӗм пулма пултараймӗ.


Ҫакна Эпӗ сире чун канӑҫлӑхне Манра тупӑр тесе каларӑм. Ку тӗнче сирӗншӗн хуйхӑ-суйхӑллӑ пулӗ, ҫапах ҫирӗп кӑмӑллӑ пулӑр: Эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм».


Анчах та эпӗ ниме те пӑхса тӑмастӑп, пурнӑҫӑма шеллеместӗп, Иисус Хуҫамӑр хама шанса панӑ ӗҫӗме – Турӑ тивлечӗллӗ Ырӑ Хыпара ӳкӗтлесе вӗрентессине – вӗҫне ҫити хавасланса туса тӑраясчӗ кӑна.


«Мӗн тӑватӑр эсир? Мӗншӗн йӗрсе чӗреме ҫуратӑр? – терӗ пире Павел. – Эпӗ Иисус Хуҫамӑр ячӗшӗн Иерусалимра хама ҫыхса пӑрахтарма кӑна мар, вилме те хатӗр».


Канӑҫлӑх Турри часах шуйттана ҫапса антарӗ, сирӗн урӑр айне тӑвӗ. Иисус Христос Хуҫамӑр ырӑлӑхӗ сирӗнпе пултӑр! Аминь.


Иисус Христос Хуҫамӑр урлӑ пире ҫӗнтерӳ панӑшӑн тавах Турра!


Эй, ачамсем! Эсир – Туррӑн, эсир суя пророксене ҫӗнтертӗр, мӗншӗн тесен сирӗнти Турӑ Сывлӑшӗ тӗнчери ытти сывлӑшсенчен хӑватлӑрах.


Иисус вӑл Турӑ Ывӑлӗ тенине ӗненекен тӗнчене ҫӗнтермесен, урӑх кам ҫӗнтерейӗ?


Иоанн вара Турӑ Сӑмахӗ ҫинчен, Иисус Христос ҫирӗплетсе калани ҫинчен тата хӑй мӗн-мӗн курни-илтни ҫинчен каласа пӗлтернӗ.


Эпӗ, Иоанн тӑванӑр, Иисус Христосӑн патшалӑхне кӗрес тесе, Вӑл тӳснӗ пек асапа сирӗнпе пӗрле тӳсетӗп. Мана Турӑ Сӑмахне вӗрентнӗшӗн, Иисус Христос ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтернӗшӗн Патмос утравӗ ҫине ячӗҫ.


Вӗсем хӑйсен пророкла сӑмахне вӗҫлесен, тӗпсӗрлӗхрен тискер кайӑк тухӗ те, вӗсемпе ҫапӑҫса, ҫӗнтерӗ; вӗсене вӗлерӗ.


Вара хӗрарӑма тарӑхса ҫитнӗ аҫтаха хӗрарӑм йӑхӗнчи ытти ҫынсемпе, Турӑ пил-хушӑвӗсене тата Иисус Христос вӗрентӗвне тытса пыракансемпе, ҫапӑҫма кайрӗ.


Вара эпӗ ун ури умне ӳксе пуҫҫапрӑм, анчах та вӑл мана: «Асту, кунашкал ан хӑтлан, – терӗ. – Эпӗ сан пекех, Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекен тӑванусем пекех, Турӑ чури кӑна. Турра пуҫҫап! Мӗншӗн тесен Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерни – пророкла каланин тӗшши пулса тӑрать».


Санӑн ӗҫӳсене, эсӗ шуйттанӑн престолӗ ларнӑ вырӑнта пурӑннине пӗлетӗп. Сирӗн патӑрта, шуйттан пурӑнакан ҫӗрте, Ман ҫинчен пӗлтерекен шанчӑклӑ Антипӑна вӗлерчӗҫ. Эсӗ ҫав вӑхӑтра та Ман ятӑма тытса пынине, Мана ӗненме пӑрахманнине пӗлетӗп.


Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр. Ҫӗнтерекене Эпӗ курӑнми маннӑ ҫиме ирӗк парӑп, шурӑ чул парнелӗп. Ҫав чул ҫине илекеннисӗр пуҫне урӑх никам та пӗлмен ҫӗнӗ ят ҫырса хунӑ“».


Ҫӗнтерекене, Манӑн ӗҫӗмсене вӗҫне ҫитичченех туса пыракана, Эпӗ Хамӑн Аттемрен урӑх халӑхсемпе хуҫаланма епле ирӗк илнӗ, ҫапла ирӗк парӑп. Вӑл вара ҫав халӑхсене тимӗр туяпа пӑхӑнтарӗ, вӗсем тӑм савӑт-сапа пек ванса пӗтӗҫ.


Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр. Ҫӗнтерекене Эпӗ Туррӑн райӗ варринчи пурӑнӑҫ йывӑҫҫин ҫимӗҫне ҫиме ирӗк парӑп“».


Унтан эпӗ престолсене тата вӗсем ҫинче ларакансене куртӑм. Вӗсене суд тума ирӗк панӑ. Эпӗ тата Иисус ҫинчен, Турӑ сӑмахӗ ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтернӗшӗн пуҫӗсене каснӑ ҫынсен чунӗсене куртӑм. Вӗсем тискер кайӑка та, унӑн сӑнарне те пуҫҫапман; ҫамкисемпе аллисем ҫине ҫыру палли ларттарман. Вӗсем, чӗрӗлсе тӑрса, Христоспа пӗрле пин ҫул патшара ларчӗҫ.


Ҫӗнтерекене Эпӗ Туррӑмӑн Ҫуртӗнче тӗреклӗх юпи тӑвӑп, вӑл Турӑ Ҫуртӗнчех юлӗ. Ун ҫине Эпӗ Туррӑм ятне, ҫӳл тӳперен, Туррӑм патӗнчен анакан Туррӑм хулин – ҫӗнӗ Иерусалимӑн – ятне тата Хамӑн ҫӗнӗ ятӑма ҫырса хурӑп.


Ҫӗнтерекене Эпӗ Хампа пӗрле престолӑм ҫине ларма ирӗк парӑп. Эпӗ Хам та, ҫавнашкалах ҫӗнтерсе, Аттемпе пӗрле Унӑн престолӗ ҫине лартӑм.


Ҫӗнтерекен шурӑ тумтир тӑхӑнӗ. Эпӗ унӑн ятне пурӑнӑҫ кӗнекинчен чӗрсе пӑрахмӑп, ҫав ят ҫинчен Аттемпе Унӑн ангелӗсене каласа пӗлтерӗп.


Путек пиллӗкмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, эпӗ парне вырӑнӗ айӗнче Турӑ сӑмахӗшӗн, Христос ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтернӗшӗн вӗлернисен чунӗсене куртӑм.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ