9 Тӗрлӗ чӗлхеллӗ мӗн пур халӑх, йӑх-ӑру ҫыннисем виҫӗ кун ҫурӑ хушши вилесене курма ҫӳрӗҫ, вӗсен ӳчӗсене тупӑклӑха хуртармӗҫ.
Мӗншӗн тесен эсир ҫынсене мӗнле айӑплатӑр, хӑвӑра та ҫаплах айӑплӗҫ. Эсир ҫынсене мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫӗҫ.
«Санӑн тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑхсемпе ӑрусем ҫинчен, патшасем ҫинчен пророкла каласа татах пӗлтермелле пулӗ», – терӗ вара мана ангел.
Анчах та виҫӗ кун ҫурӑран Турӑ пророксем ӑшне Хӑйӗн чӗрӗлӗх сывлӑшне кӗртрӗ, вара вӗсем урисем ҫине тӑчӗҫ. Ҫакна куракансем хӑраса-чӗтресе ӳкрӗҫ.
Тата ҫак тискер кайӑка сӑваплисемпе ҫапӑҫма, вӗсене ҫӗнтерме, тӗрлӗ йӑх-ӑрусемпе, тӗрлӗ чӗлхеллӗ тӗрлӗ халӑхсемпе пуҫ пулма ирӗк панӑччӗ.
Унтан ангел мана ҫапла каларӗ: «Хайхи эсӗ курнӑ аскӑн хӗрарӑм ларакан юхан шывсем тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑха, тӗрлӗ йӑх-ӑрӑва пӗлтереҫҫӗ.
Вӑл ҫав кӗнекене илсенех ҫирӗм тӑватӑ ватӑ хайхи Путек умне ӳксе пуҫҫапрӗҫ. Вӗсенчен кашнин аллинчех кӗсле тата ырӑ шӑршӑллӑ фимиам тултарнӑ ылтӑн савӑтчӗ; ку вӑл – сӑваплӑ ҫынсен кӗлли.
Хӑйсем ҫапла каласа ҫӗнӗ юрӑ юрлаҫҫӗ: «Кӗнекене илсе пичете хӑйпӑтма Эсӗ тивӗҫлӗ, мӗншӗн тесен Сана пусса Турра кӳчӗҫ. Эсӗ пире, тӗрлӗ йӑх-ӑру, тӗрлӗ чӗлхеллӗ тӗрлӗ халӑх ҫыннисене, Турӑ валли Хӑвӑн Юнупа тӳлесе илтӗн.