Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 11:7 - Синодальный НЗ

7 Вӗсем хӑйсен пророкла сӑмахне вӗҫлесен, тӗпсӗрлӗхрен тискер кайӑк тухӗ те, вӗсемпе ҫапӑҫса, ҫӗнтерӗ; вӗсене вӗлерӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 11:7
20 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус вара вӗсене: «Кайса ҫав тилле калӑр: „Эпӗ паянпа ыран усалсене хӑваласа кӑларатӑп, чирлисене сывататӑп, виҫмине Хамӑн ӗҫе вӗҫлӗп“, – тенӗ.


Усал сывлӑшсем, хӑйсене тӗпсӗрлӗхе ан ятӑр тесе, Иисуса йӑлӑнма пуҫланӑ.


Эпӗ ҫӗр ҫинче Сана мухтава кӑлартӑм, Эсӗ Мана тума хушнӑ ӗҫе пурнӑҫларӑм.


Хӗрхӳлентернӗ хӗрлӗ эрех тутанса пӑхсан Иисус каланӑ: «Мӗн пулмалли пулчӗ!» Вара Унӑн пуҫӗ лӑштӑрах усӑннӑ та, юлашки сывлӑшӗ тухнӑ.


Анчах та эпӗ ниме те пӑхса тӑмастӑп, пурнӑҫӑма шеллеместӗп, Иисус Хуҫамӑр хама шанса панӑ ӗҫӗме – Турӑ тивлечӗллӗ Ырӑ Хыпара ӳкӗтлесе вӗрентессине – вӗҫне ҫити хавасланса туса тӑраясчӗ кӑна.


Паттӑррӑн кӗрешрӗм, пурӑнӑҫ ҫулне вӗҫлерӗм, ӗненӗве упраса хӑвартӑм.


Эпӗ Хамӑн икӗ пророкӑма хӑват парӑп. Вӗсем, ӳкӗнӳ тумтирӗ тӑхӑнса, пин те ик ҫӗр утмӑл кун хушши пророкла каласа вӗрентӗҫ».


Вара хӗрарӑма тарӑхса ҫитнӗ аҫтаха хӗрарӑм йӑхӗнчи ытти ҫынсемпе, Турӑ пил-хушӑвӗсене тата Иисус Христос вӗрентӗвне тытса пыракансемпе, ҫапӑҫма кайрӗ.


Унтан эпӗ ҫӗр ӑшӗнчен тухакан тепӗр тискер кайӑка куртӑм. Унӑн Путекӗнни пек икӗ мӑйрака, калаҫасса хӑй аҫтаха пек калаҫать.


Тата ҫак тискер кайӑка сӑваплисемпе ҫапӑҫма, вӗсене ҫӗнтерме, тӗрлӗ йӑх-ӑрусемпе, тӗрлӗ чӗлхеллӗ тӗрлӗ халӑхсемпе пуҫ пулма ирӗк панӑччӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ