Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 11:2 - Синодальный НЗ

2 Турӑ Ҫурчӗн тулаш картишне вара шута ан ил, мӗншӗн тесен вӑл чӑн Турра пӗлмен халӑхсем валли. Вӗсем сӑваплӑ хулара хӗрӗх икӗ уйӑх хушши хуҫаланӗҫ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 11:2
32 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вӗсем Иисус чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн тупӑклӑхсенчен тухса сӑваплӑ Иерусалим хулине кӗнине нумай ҫын курнӑ.


Унтан шуйттан Ӑна Иерусалима илсе кайнӑ та Турӑ Ҫурчӗ тӑррине тӑратса


«Эсир – тӗнче тӑварӗ. Тӑвар хӑй хӑватне ҫухатсан, епле ӑна тӑварлӑ тӑвӑн? Вӑл ӗнтӗ ниме юрӑхсӑр, ӑна ҫын ури айӗнче таптанма кӑна кӑларса тӑкмалла.


Пӗрисене хӗҫпе вӗлерӗҫ, теприсене тӗрлӗрен урӑх халӑх хушшине тыткӑна илсе кайӗҫ. Иерусалима ют халӑхсем хӑйсен вӑхӑчӗ иртичченех таптӗҫ».


Апла пулсан, хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха: Турӑ Ывӑлне ним вырӑнне хумасӑр, халала ҫирӗплетсе хӑйне тасатнӑ Юна сӑваплӑх вырӑнне хуман, ырӑлӑхлӑ Турӑ Сывлӑшне хурлакан ҫынна епле вӑйлӑрах айӑплав пулӗ!


Анчах та виҫӗ кун ҫурӑран Турӑ пророксем ӑшне Хӑйӗн чӗрӗлӗх сывлӑшне кӗртрӗ, вара вӗсем урисем ҫине тӑчӗҫ. Ҫакна куракансем хӑраса-чӗтресе ӳкрӗҫ.


Эпӗ Хамӑн икӗ пророкӑма хӑват парӑп. Вӗсем, ӳкӗнӳ тумтирӗ тӑхӑнса, пин те ик ҫӗр утмӑл кун хушши пророкла каласа вӗрентӗҫ».


Вара хӗрарӑм пуш хире тарчӗ. Унта Турӑ ун валли вырӑн хатӗрлесе хунӑ, ҫавӑнта хӗрарӑма пин те ик ҫӗр утмӑл кун хушши пӑхса усрамалла пулнӑ.


Вара вӑл мана Святой Сывлӑш витӗмӗпе пысӑк та ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайрӗ. Ту тӑрринчен вӑл мана ҫӳл тӳперен, Турӑ патӗнчен анакан сӑваплӑ Иерусалим хулине кӑтартрӗ.


Вара эпӗ, Иоанн, сӑваплӑ хулана – ҫӗнӗ Иерусалима – куртӑм. Вӑл ҫӳлтен, Турӑ патӗнчен анатчӗ. Хӑйне, ҫураҫнӑ хӗре пулас упӑшки валли тирпейлесе тумлантарнӑ пек, хатӗрленӗ.


Кам та кам ҫак кӗнекери пророкла сӑмахсенчен хӑшне те пулин кӑларса пӑрахать, Турӑ ӑна пурӑнӑҫ кӗнекине те, сӑваплӑ хулана та – вӗсем пирки ҫак кӗнекере ҫырнӑ – кӗртмӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ