19 Унтан тӳпери Турӑ Ҫурчӗ уҫӑлчӗ те, Турӑ Ҫуртӗнчи Унӑн халалӗн арчи курӑнса кайрӗ. Вара ҫиҫӗм ялтӑртатрӗ, аслати сасси кӗрлерӗ, ҫӗр чӗтренчӗ тата шултра пӑр ҫурӗ.
Ҫав самантрах вӑйлӑн ҫӗр чӗтренчӗ те, хулан вуннӑмӗш пайӗ ишӗлсе анчӗ. Ҫӗр чӗтреннипе ҫичӗ пин ҫын вилчӗ. Ыттисем вара, вилесле хӑраса ӳксе, Ҫӳлти Турра мухтарӗҫ.
Ҫиччӗмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртсан, тӳпере вӑйлӑ сасӑсем янӑраса кайрӗҫ. «Ҫӗр ҫинчи патшалӑх Хуҫа Туррӑмӑрпа Унӑн Христосӗн патшалӑхӗ пулса тӑчӗ! Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Патша пулӗ!» – терӗҫ сасӑсем.
Унтан тӳпере тӗлӗнмелле паллӑ – хӗвел тумтирлӗ хӗрарӑм – курӑнчӗ. Унӑн ури айӗнче уйӑх, пуҫӗ ҫинче вун икӗ ҫӑлтӑртан тунӑ пуҫ кӑшӑлӗ.
Унтан эпӗ Турӑ Ҫуртӗнче вӑйлӑ сасӑ янӑраса кайнине илтрӗм. «Кайӑр та, – терӗ ҫав сасӑ ҫичӗ ангела, – Турӑ ҫиллин ҫичӗ куркине ҫӗр ҫине тӑкӑр».
Вара ҫиҫӗмсем ялтӑртатма пуҫларӗҫ, аслати кӗрлесе авӑтрӗ. Ҫав тери вӑйлӑн ҫӗр чӗтренчӗ. Кунашкалли этем ҫӗр ҫинче пурӑнма пуҫланӑранпа та пулман!
Ҫынсем ҫине пӗлӗтрен темиҫе пӑт йывӑрӑш пӑр катӑкӗсем ҫурӗҫ. Ҫынсем, ҫакнашкал пӑр ҫунин инкекӗ пит пысӑк пулнӑран, асапа тӳсеймесӗр, Турра ылханчӗҫ.
Унтан эпӗ пӑхрӑм та тӳпе уҫӑлса кайнине тата шурӑ юланута куртӑм. Тӳрӗ суд тунӑран, ҫӗнтерӳллӗ пулнӑран юланутҫине Шанчӑкли тата Чӑнни теҫҫӗ.
Унтан эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, тӳпенелле уҫӑлнӑ алӑк куртӑм. Вара хампа маларах калаҫнӑ труба сасси пек сасӑ каллех манпа калаҫа пуҫларӗ. «Кунта хӑпар, эпӗ сана малашне мӗн пулассине кӑтартӑп», – терӗ вӑл.
Престолран ҫиҫӗм ҫиҫсе тухать, аслати сасси, кӗрлев илтӗнсе тӑрать. Престол умӗнче вутлӑн ҫунакан ҫичӗ ҫутаткӑҫ – Туррӑн ҫичӗ сывлӑшӗ.
Ҫавӑнпа вӗсем Турӑ престолӗ умӗнче тӑраҫҫӗ, Турӑ Ҫуртӗнче Уншӑн кунӗн-ҫӗрӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Престол ҫинче Ларакан вара вӗсемпе пӗрле пурӑнӗ.
Унтан ангел парне вырӑнӗ ҫинчи вута тӗтӗркӗч ӑшне тултарчӗ те ӑна ҫӗр ҫине тӑкрӗ. Ҫав самантрах ҫӗр ҫинче аслати сасси кӗрлесе кайрӗ, ҫиҫӗм ялтӑртатрӗ, ҫӗр чӗтренме тытӑнчӗ.
Пӗрремӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, ҫӗр ҫине юнпа хутӑш вутлӑ пӑр ҫума пуҫларӗ. Вара ҫӗр ҫинчи йывӑҫсен виҫҫӗмӗш пайӗ тата пӗтӗм ешӗл курӑк ҫунса кайрӗ.