Апокалипсис 11:17 - Синодальный НЗ17 Вӗсем ҫапла каласа кӗлтурӗҫ: «Эй, Хуҫамӑр, Пурне те тытса тӑракан Турӑҫӑм, Эсӗ пур, пулнӑ, пулӑн! Эпир Сана хӑватлӑ вӑй илсе Патшана ларнӑшӑн тав тӑватпӑр. အခန်းကိုကြည့်ပါ။ |
Асири ҫичӗ чиркӗве – Иоанран: сире Пурринчен, Пулнинчен, Пулассинчен, Унӑн престолӗ умӗнчи ҫичӗ сывлӑшран тата Иисус Христосран ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр. Иисус ҫирӗплетсе пӗлтерни чӑн. Вӑл – вилнисенчен чи малтан чӗрӗлсе тӑнӑскер, ҫӗр ҫинчи патшасемпе хуҫаланаканскер. Вӑл пире юратнӑран Хӑйӗн Юнӗпе пирӗн ҫылӑхсенчен хӑтарнӑ,