16 Вара Турӑ умӗнчи хӑйсен престолӗсем ҫинче ларакан ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ӳпне ӳксе Турра пуҫҫапрӗҫ.
«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ вӗсене Иисус, – пулас ҫӗнӗ тӗнчере, Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн чаплӑ престолӗ ҫине ларсан, эсир те, Ман хыҫҫӑн пыракансем, Израилӗн вун икӗ ӑрӑвӗн тӳри пулмашкӑн вун икӗ престол ҫине ларӑр.
Унтан ҫирӗм тӑватӑ ватӑпа тӑватӑ чӗр чун престол ҫинче ларакан Турра: «Аминь! Аллилуия!» – тесе ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӗҫ.
ҫирӗм тӑватӑ ватӑ хайхи Ларакан умне, ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакан умне ӳке-ӳке пуҫҫапаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен пуҫ кӑшӑлӗсене престол умне хурса ҫапла калаҫҫӗ:
Престол йӗри-тавра тата тепӗр ҫирӗм тӑватӑ престол, вӗсем ҫинче ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ларать. Хӑйсем шап-шурӑ тумтир тӑхӑннӑ, пуҫӗсем ҫинче – ылтӑн пуҫ кӑшӑлӗсем.
«Аминь!» – терӗҫ тӑватӑ чӗр чун. Вара ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ӗмӗр-ӗмӗр Пурӑнакана ӳксе пуҫҫапрӗҫ.
Престол тавра, ватӑсемпе тӑватӑ чӗр чун тавра, мӗн пур ангелсем тӑратчӗҫ. Вӗсем пурте престол умне ӳпне ӳксе Турра пуҫҫапрӗҫ.