12 Унтан икӗ пророкӗ те тӳперен хӑватлӑ сасӑ илтрӗҫ. «Кунта хӑпарӑр!» – терӗ вӗсене сасӑ. Вара тӑшманӗсен куҫӗ умӗнчех вӗсем, пӗлӗт ҫине ларса, тӳпене ҫӗкленчӗҫ.
Вӑл тамӑкра асапланнӑ чух ҫӳлелле пӑхнӑ та инҫетре Авраама тата унпа юнашар тӑракан Лазаре курнӑ.
Ҫак сӑмахсене каласан вӗсен куҫӗ умӗнчех Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ те Ӑна пӗлӗт илсе кайнӑ. Вӑл куҫран ҫухалнӑ.
Унтан пире, чӗррисене, Хуҫамӑрпа тӳпере тӗл пулмашкӑн вӗсемпе пӗрле пӗлӗт ҫине илӗҫ. Ҫапла эпир яланлӑхах Хуҫамӑрпа пулӑпӑр.
Хӗрарӑм ывӑл ача ҫуратрӗ. Ҫав ывӑлӑн мӗн пур халӑхсене тимӗр туяпа пӑхмалла пулӗ. Ҫавӑнпа та ывӑл ачана Турӑ патне, Унӑн престолӗ патне илчӗҫ.
Ҫӗнтерекене Эпӗ Хампа пӗрле престолӑм ҫине ларма ирӗк парӑп. Эпӗ Хам та, ҫавнашкалах ҫӗнтерсе, Аттемпе пӗрле Унӑн престолӗ ҫине лартӑм.
Унтан эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, тӳпенелле уҫӑлнӑ алӑк куртӑм. Вара хампа маларах калаҫнӑ труба сасси пек сасӑ каллех манпа калаҫа пуҫларӗ. «Кунта хӑпар, эпӗ сана малашне мӗн пулассине кӑтартӑп», – терӗ вӑл.