11 Анчах та виҫӗ кун ҫурӑран Турӑ пророксем ӑшне Хӑйӗн чӗрӗлӗх сывлӑшне кӗртрӗ, вара вӗсем урисем ҫине тӑчӗҫ. Ҫакна куракансем хӑраса-чӗтресе ӳкрӗҫ.
Вара ӗненекенсен пӗтӗм ушкӑнӗ те, ҫавӑн ҫинчен илтнӗ ытти ҫынсем те питӗ хытӑ хӑраса ӳкнӗ.
Ҫак сӑмахсене илтсенех Анания ӳксе вилнӗ. Ҫакӑн ҫинчен пӗлнӗ ҫынсен пурин те сехри хӑпнӑ.
Сирӗнте Иисуса вилӗмрен Чӗртсе тӑратаканӑн Сывлӑшӗ пур пулсан, эппин Христоса вилӗмрен Чӗртсе тӑратаканӗ сирӗн ӑшри Хӑйӗн Сывлӑшӗпе вилӗмлӗ ӳт-пӗвӗре те чӗрӗ тӑвӗ.
Христоспа пӗрлӗхлӗ туса, чӗрӗлӗх кӳрекен Сывлӑш хӑвачӗ мана ҫылӑхпа вилӗм тыткӑнӗнчен хӑтарчӗ.
Ҫав самантрах вӑйлӑн ҫӗр чӗтренчӗ те, хулан вуннӑмӗш пайӗ ишӗлсе анчӗ. Ҫӗр чӗтреннипе ҫичӗ пин ҫын вилчӗ. Ыттисем вара, вилесле хӑраса ӳксе, Ҫӳлти Турра мухтарӗҫ.
Тӗрлӗ чӗлхеллӗ мӗн пур халӑх, йӑх-ӑру ҫыннисем виҫӗ кун ҫурӑ хушши вилесене курма ҫӳрӗҫ, вӗсен ӳчӗсене тупӑклӑха хуртармӗҫ.