Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 10:6 - Синодальный НЗ

6 Вара вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакан ячӗпе, тӳпепе тӳперине, ҫӗрпе ҫӗр ҫинчине, тинӗспе тинӗсрине йӑлтах Пултаракан ячӗпе тупа туса: «Ӗнтӗ урӑх вӑхӑт юлмарӗ, – терӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 10:6
14 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Эпӗ – чӗрӗ. Эпӗ вилнӗччӗ, акӑ, курсам: Эпӗ ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнатӑп, аминь. Тамӑкпа вилӗм ҫӑраҫҫисем те Манра.


Эй, ҫӳлти тӳпе! Эй, ҫӳлте пурӑнакансем! Халӗ ӗнтӗ савӑнмаллипе савӑнӑр! Анчах та сире, ҫӗрпе тинӗс ҫинче пурӑнакансене, хуйхӑ пулӗ, мӗншӗн тесен сирӗн патӑра шуйттан анчӗ! Хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал пулнине пӗлнӗрен вӑл хаярлӑхпа тулса ҫитрӗ!»


Ҫиччӗмӗш ангел хӑй куркине сывлӑша тӑкрӗ. Ҫав самантрах тӳпери Турӑ Ҫурчӗн престолӗ патӗнчен: «Мӗн пулмалли пулчӗ!» – текен вӑйлӑ сасӑ илтӗнчӗ.


«Мӗн пулмалли пулчӗ! – терӗ Вӑл мана. – Эпӗ – Альфа тата Омега, пуҫламӑшӗ тата вӗҫӗ. Камӑн ӑшӗ хыпнӑ, ҫавна чӗрӗлӗх ҫӑлкуҫӗнчен ахалех ӗҫтерӗп.


ҫирӗм тӑватӑ ватӑ хайхи Ларакан умне, ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакан умне ӳке-ӳке пуҫҫапаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен пуҫ кӑшӑлӗсене престол умне хурса ҫапла калаҫҫӗ:


«Хуҫа Туррӑмӑр, Эсӗ мухтав та, чыс та, вӑй-хӑват та илме тивӗҫлӗ, мӗншӗн тесен пурне те Эсӗ пултарнӑ, пурте Санӑн ирӗкӳпе пурӑнать, пурте Санӑн ирӗкӳпе пулнӑ».


Ҫав чӗр чунсем престол ҫинче Ларакана, ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана мухтанӑ, чысланӑ, тав тунӑ чухне


Унтан вӗсене пурне те шурӑ тумтир пачӗҫ, хӑйсем пекех вилес юлташӗсен, ӗненекен тӑванӗсен шучӗ тулса ҫитессе тата тепӗртак, лӑпкӑн кӗтме хушрӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ