4 Ҫичӗ аслати сасӑ парсассӑн эпӗ ҫырма хатӗрлентӗм, анчах та тӳперен: «Ҫичӗ аслати мӗн каланине ҫырса ан хур, никама та ан пӗлтер», – тени илтӗнчӗ.
– Хӑвна мӗн курӑннине йӑлтах кӗнекелесе ҫыр та Асири чиркӳсене: Ефеса та, Смирнӑна та, Пергама та, Фиатирӑна та, Сардиса та, Филадельфине те, Лаодикине те яр».
Ӗнтӗ ху мӗн курнине, мӗн пуррине тата ҫакӑн хыҫҫӑн мӗн пулассине ҫырса хур.
Вара маларах мана тӳперен илтӗннӗ сасӑ каллех манпа калаҫа пуҫларӗ: «Кай та хӑрах урипе тинӗс ҫинче, хӑраххипе ҫӗр ҫинче тӑракан ангел аллинчи уҫӑ ҫыру тӗркемне ил», – терӗ.
Тата вӑл мана: «Ҫак кӗнекери пророкла сӑмахсене пытарса, пичет хурса ан усра, мӗншӗн тесен вӑхӑт ҫывӑх ӗнтӗ, – терӗ.