3 унтан арӑслан сасси пек вӑйлӑ саслӑн кӑшкӑрса ячӗ. Ун сассине хирӗҫ ҫичӗ аслати сасӑ пачӗ.
Вара тӳперен шыв кӗрленӗ пек, вӑйлӑ аслати сасси пек сасӑ илтрӗм. Тата кӗслисене каласа ларакан кӗслеҫӗсен сасси пек сасӑ илтрӗм.
Унтан эпӗ тӳпере хӑватлӑ та тӗлӗнмелле тепӗр паллӑ асӑрхарӑм: унта юлашки ҫичӗ инкеклӗ ҫичӗ ангел курӑнчӗҫ. Ҫав юлашки инкексемпе Турӑ ҫилли иртсе каймалла.
Вара ҫичӗ чӗр чунтан пӗри ҫичӗ ангела ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнакан Туррӑн ҫиллипе тултарнӑ ҫичӗ ылтӑн курка пачӗ.
Престолран ҫиҫӗм ҫиҫсе тухать, аслати сасси, кӗрлев илтӗнсе тӑрать. Престол умӗнче вутлӑн ҫунакан ҫичӗ ҫутаткӑҫ – Туррӑн ҫичӗ сывлӑшӗ.
Унтан ангел парне вырӑнӗ ҫинчи вута тӗтӗркӗч ӑшне тултарчӗ те ӑна ҫӗр ҫине тӑкрӗ. Ҫав самантрах ҫӗр ҫинче аслати сасси кӗрлесе кайрӗ, ҫиҫӗм ялтӑртатрӗ, ҫӗр чӗтренме тытӑнчӗ.