Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 10:11 - Синодальный НЗ

11 «Санӑн тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑхсемпе ӑрусем ҫинчен, патшасем ҫинчен пророкла каласа татах пӗлтермелле пулӗ», – терӗ вара мана ангел.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 10:11
13 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Эпӗ ангел аллинчи ҫыру тӗркемне илтӗм те ӑна ҫисе ятӑм. Ҫинӗ чухне тута-ҫӑварӑмра пыл тути каларӗ, анчах та ӑш-чикӗме йӳҫек касса кайрӗ.


Мана виҫе карчӗсем картнӑ патак евӗрлӗ туя пачӗҫ. Унтан ҫапла каларӗҫ: «Тӑр та Турӑ Ҫурчӗпе парне вырӑнне виҫсе тух, унта пуҫҫапакансем миҫен пулнине те шутла.


Тӗрлӗ чӗлхеллӗ мӗн пур халӑх, йӑх-ӑру ҫыннисем виҫӗ кун ҫурӑ хушши вилесене курма ҫӳрӗҫ, вӗсен ӳчӗсене тупӑклӑха хуртармӗҫ.


Унтан эпӗ ҫӳл тӳпере вӗҫсе иртекен тепӗр ангела куртӑм. Ҫӗр ҫинче пурӑнакан тӗрлӗ чӗлхеллӗ йӑх-ӑрӑва, халӑха пӗлтермешкӗн ҫав ангелӑн ӗмӗрлӗх Ырӑ Хыпар пурччӗ.


тата ҫичӗ патшана пӗлтерет. Ҫиччӗшӗнчен пиллӗкӗшӗ пӗтнӗ ӗнтӗ, пӗри ҫаплах патшара ларать, юлашки вара ҫӗр ҫине килмен-ха. Анчах та вӑл, килсессӗн те, нумайлӑха тытӑнса тӑраймӗ.


Эсӗ курнӑ вунӑ мӑйрака вунӑ патшана пӗлтерет. Хальлӗхе вӗсем патшана ларайман-ха, анчах та тискер кайӑкпа пӗрле вӗсем пӗр самантлӑх влаҫра пулса курӗҫ.


Унтан ангел мана ҫапла каларӗ: «Хайхи эсӗ курнӑ аскӑн хӗрарӑм ларакан юхан шывсем тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑха, тӗрлӗ йӑх-ӑрӑва пӗлтереҫҫӗ.


Хӑйсем ҫапла каласа ҫӗнӗ юрӑ юрлаҫҫӗ: «Кӗнекене илсе пичете хӑйпӑтма Эсӗ тивӗҫлӗ, мӗншӗн тесен Сана пусса Турра кӳчӗҫ. Эсӗ пире, тӗрлӗ йӑх-ӑру, тӗрлӗ чӗлхеллӗ тӗрлӗ халӑх ҫыннисене, Турӑ валли Хӑвӑн Юнупа тӳлесе илтӗн.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ