Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 10:1 - Синодальный НЗ

1 Унтан эпӗ тӳперен анакан тепӗр хӑватлӑ ангела куртӑм. Вӑл пӗлӗтпе чӗркеннӗччӗ, пуҫӗ ҫинче асамат кӗперӗ тӑратчӗ. Хӑйӗн пичӗ хӗвел пек ҫиҫетчӗ, урисем вут юпа евӗрлӗччӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 10:1
28 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑнта вара вӗсен умӗнчех Унӑн сӑн-сӑпачӗ улшӑннӑ: сӑнӗ хӗвел пек ялтӑраса кайнӑ, тумтирӗ чӑлт шуррӑн ҫуталса тӑнӑ.


Вара тӳпери пӗлӗт ҫинче аслӑран та аслӑ мухтавпа тата хӑватпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ.


Эй, патша! Ҫул ҫинче чухне, кӑнтӑрлапа, мана тӳперен хӗвел ҫутинчен те ялтӑрарах ҫутӑ курӑнчӗ. Манӑн хамӑн та, пӗрле пыракансен те куҫ шарсах кайрӗ.


Акӑ, Вӑл пӗлӗтсем ҫинче килӗ те, Ӑна пурте, ҫав шутрах Хӑйне пӑталаса сӑнӑпа чикнисем те, курӗҫ. Ҫӗр ҫинчи мӗн пур йӑхсем Унӑн умӗнче татӑлса йӗрӗҫ. Ҫапла пулӗ, аминь.


Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ тӳперен анакан тепӗр ангела куртӑм. Ӑна питӗ пысӑк влаҫ панӑччӗ. Унӑн чап-мухтавӗпе ҫӗр пичӗ те ҫуталса кайрӗ.


Унтан пӗр хӑватлӑ ангел арман чулӗ пек чул илчӗ те ӑна тинӗсе ывӑтрӗ. «Аслӑ Вавилон хулин те ҫакнашкалах пӗтмелле пулӗ, унӑн ҫӗр питӗнчен ҫухалмалла, – терӗ вӑл.


Унтан эпӗ тӳперен анакан ангела куртӑм. Унӑн аллинче тӗпсӗрлӗх ҫӑраҫҫипе пысӑк сӑнчӑрччӗ.


Лараканӗ ясписпа сардис текен хаклӑ йышши чулсем евӗр йӑлтӑртатать, престол тавра изумруд пек асамат кӗперӗ.


Вара эпӗ хӑватлӑ ангела куртӑм, вӑл хыттӑн ҫапла каларӗ: «Пичет сӑркӑчне хӑйпӑтса ҫак кӗнекене уҫма тивӗҫли кам пур?»


Унтан эпӗ пӑхрӑм та ҫӳл тӳпере вӗҫсе пыракан ангела куртӑм. Вӑл вӑйлӑ саслӑн: «Юлашки виҫӗ ангел кӑшкӑртма хатӗрленеҫҫӗ, вӗсен трубисен сассисене илтсессӗн ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хуйхӑ пулӗ, хуйхӑ, хуйхӑ!» – терӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ