Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗлӗт ҫинче Этем Ывӑлӗн палли курӑнӗ, вара ҫӗр ҫинчи мӗн пур халӑхсем кӑшкӑрса йӗрсе ярӗҫ. Вӗсем тӳпери пӗлӗтсем ҫинче хӑватлӑ та аслӑ мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ.
Эй, савнӑ тӑвансем! Эпир ӗнтӗ Турӑ ачисем, анчах та хамӑр малашлӑха пӗлместпӗр-ха. Пӗр ҫакна кӑна пӗлетпӗр: ҫав вӑхӑт ҫитсен эпир Ун евӗрлӗ пулӑпӑр, мӗншӗн тесен Вӑл мӗнлине курӑпӑр.