Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 1:16 - Синодальный НЗ

16 Сылтӑм аллине Вӑл ҫичӗ ҫӑлтӑр тытнӑччӗ, ҫӑварӗнчен ик енӗ те ҫивӗч хӗҫ тухса тӑратчӗ, сӑнӗ-пичӗ вара Унӑн хӗртсе пӑхакан хӗвелччӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 1:16
26 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑнта вара вӗсен умӗнчех Унӑн сӑн-сӑпачӗ улшӑннӑ: сӑнӗ хӗвел пек ялтӑраса кайнӑ, тумтирӗ чӑлт шуррӑн ҫуталса тӑнӑ.


Эй, патша! Ҫул ҫинче чухне, кӑнтӑрлапа, мана тӳперен хӗвел ҫутинчен те ялтӑрарах ҫутӑ курӑнчӗ. Манӑн хамӑн та, пӗрле пыракансен те куҫ шарсах кайрӗ.


Тата ҫӑлӑнӑҫӑн шлемне тӑхӑнӑр. Хӑвӑрпа пӗрле чун-чӗм хӗҫне – Турӑ Сӑмахне – илӗр.


Мӗншӗн тесен Турӑ сӑмахӗ чӗрӗлӗхлӗ, ӗҫлӗхлӗ. Вӑл ик енӗ те ҫивӗч хӗҫрен те ҫивӗчрех. Вӑл пирӗн ӑша ҫав тери тарӑн – чун-чӗрепе шӑм-шак таранах – витерет. Турӑ сӑмахӗ чӗрери ӗмӗт-шухӑша та хакласа уйӑрса илет.


Эсӗ Манӑн аллӑмра курнӑ ҫичӗ ҫӑлтӑр тата ҫичӗ ҫутаткӑҫ акӑ мӗне пӗлтереҫҫӗ: ҫичӗ ҫӑлтӑр вӑл – ҫичӗ чиркӗвӗн ангелӗсем, эсӗ курнӑ ҫичӗ ҫутаткӑҫ вара – ҫичӗ чиркӳ».


Унтан эпӗ тӳперен анакан тепӗр хӑватлӑ ангела куртӑм. Вӑл пӗлӗтпе чӗркеннӗччӗ, пуҫӗ ҫинче асамат кӗперӗ тӑратчӗ. Хӑйӗн пичӗ хӗвел пек ҫиҫетчӗ, урисем вут юпа евӗрлӗччӗ.


Унтан тӳпере тӗлӗнмелле паллӑ – хӗвел тумтирлӗ хӗрарӑм – курӑнчӗ. Унӑн ури айӗнче уйӑх, пуҫӗ ҫинче вун икӗ ҫӑлтӑртан тунӑ пуҫ кӑшӑлӗ.


Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен ҫивӗч хӗҫ тухса тӑрать. Ҫав хӗҫпе Вӑл халӑхсене ҫӗнтерӗ. Вӗсене Вӑл тимӗр туяпа пӑхӗ. Вӑл Пурне те тытса тӑракан Турӑ ҫиллин эрехне юхтаркӑчра таптаса кӑларӗ.


Ыттисен вара, вӗсен ҫарӗнчисен, ут ҫинче Лараканӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчи хӗҫпе пӗтмелле пулчӗ. Мӗн пур вӗҫен кайӑк вӗсен виллисене тӑраничченех сӑхрӗ.


«Ефес чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: „Хӑйӗн сылтӑм аллинче ҫичӗ ҫӑлтӑр Тытса тӑракан, ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ хушшинче Ҫӳрекен ҫапла калать, те:


«Пергам чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: „Икӗ енӗ те ҫивӗч Хӗҫли ҫапла калать, те:


Ӳкӗн! Апла тумасан, часах сан патна пырӑп, ҫав ҫынсемпе чӗлхе-ҫӑварӑм хӗҫӗпе ҫапӑҫӑп.


«Сардис чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: Туррӑн ҫичӗ сывлӑшӗпе ҫичӗ ҫӑлтӑр Пурри ҫапла калать, те: „Санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп. Ӗненекен ушкӑн ятлӑ пулин те, санӑн чиркӗвӳ чӗрӗ мар, вилӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ