15 Урисем Унӑн шӑранса тӑракан пӑхӑр пекчӗ, сасси шыв кӗрлени пекчӗ.
Унтан эпӗ тӳперен анакан тепӗр хӑватлӑ ангела куртӑм. Вӑл пӗлӗтпе чӗркеннӗччӗ, пуҫӗ ҫинче асамат кӗперӗ тӑратчӗ. Хӑйӗн пичӗ хӗвел пек ҫиҫетчӗ, урисем вут юпа евӗрлӗччӗ.
Вара тӳперен шыв кӗрленӗ пек, вӑйлӑ аслати сасси пек сасӑ илтрӗм. Тата кӗслисене каласа ларакан кӗслеҫӗсен сасси пек сасӑ илтрӗм.
Каллех эпӗ йышлӑ халӑх сасси пек сасӑ илтрӗм. Ҫав сасӑ шыв кӗрлени пек, вӑйлӑ аслати сасси пек каларӗ: «Аллилуия! Пурне те тытса тӑракан Хуҫа Туррӑмӑр патшана ларчӗ!
«Фиатира чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: „Вут ҫулӑмӗ евӗр куҫлӑ, шӑранакан пӑхӑр пек ураллӑ Турӑ Ывӑлӗ ҫапла калать, те: