13 Ҫутаткӑҫсем хушшинче Этем Ывӑлӗ евӗрлӗскер тӑратчӗ. Хӑй вӑрӑм тум тӑхӑннӑ, кӑкӑр урлӑ ылтӑн хӑю ҫыхнӑ.
Пирӗн Аслӑ священник, эпир халсӑррине пӗлсе, хута кӗрет. Вӑл, ҫылӑхсӑр пуҫне, эпир мӗн тӳснине йӑлтах тӳснӗ.
Вара эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, шурӑ пӗлӗт куртӑм. Пӗлӗт ҫинче Этем Ывӑлӗ евӗрлӗскер ларать; пуҫӗ ҫинче – ылтӑн пуҫ кӑшӑлӗ, аллинче – ҫивӗч ҫурла.
Вара тӳпери Турӑ Ҫуртӗнчен ҫичӗ инкеклӗ ҫичӗ ангел тухрӗҫ. Вӗсем таса та шурӑ йӗтӗн тумтир тӑхӑннӑ, кӑкӑр урлӑ ылтӑн хӑю ҫыхнӑ.
«Ефес чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: „Хӑйӗн сылтӑм аллинче ҫичӗ ҫӑлтӑр Тытса тӑракан, ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ хушшинче Ҫӳрекен ҫапла калать, те: