12 Хампа калаҫаканни кам сасси-ши тесе, эпӗ хыҫалалла ҫавӑрӑнса пӑхрӑм. Вара, ҫавӑрӑнса пӑхсан, ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ куртӑм.
Ҫутаткӑҫсем хушшинче Этем Ывӑлӗ евӗрлӗскер тӑратчӗ. Хӑй вӑрӑм тум тӑхӑннӑ, кӑкӑр урлӑ ылтӑн хӑю ҫыхнӑ.
Ӗнтӗ ху мӗн курнине, мӗн пуррине тата ҫакӑн хыҫҫӑн мӗн пулассине ҫырса хур.
Эсӗ Манӑн аллӑмра курнӑ ҫичӗ ҫӑлтӑр тата ҫичӗ ҫутаткӑҫ акӑ мӗне пӗлтереҫҫӗ: ҫичӗ ҫӑлтӑр вӑл – ҫичӗ чиркӗвӗн ангелӗсем, эсӗ курнӑ ҫичӗ ҫутаткӑҫ вара – ҫичӗ чиркӳ».
«Ефес чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: „Хӑйӗн сылтӑм аллинче ҫичӗ ҫӑлтӑр Тытса тӑракан, ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ хушшинче Ҫӳрекен ҫапла калать, те:
Унтан эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, тӳпенелле уҫӑлнӑ алӑк куртӑм. Вара хампа маларах калаҫнӑ труба сасси пек сасӑ каллех манпа калаҫа пуҫларӗ. «Кунта хӑпар, эпӗ сана малашне мӗн пулассине кӑтартӑп», – терӗ вӑл.