Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 1:10 - Синодальный НЗ

10 Пӗррехинче, вырсарни кун, Святой Сывлӑш витӗмӗпе эпӗ хам хыҫӑмра труба сасси пек хӑватлӑ сасӑ илтрӗм. «Эпӗ – Альфа тата Омега, Малтанхи тата Кайранхи, – терӗ ҫав сасӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 1:10
13 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус вӗсене каланӑ: «Епле-ха эппин Давид, Турӑ Сывлӑшӗн витӗмӗпе, Ӑна Хуҫам тет? Давид ҫапла каланӑ вӗт-ха:


Ҫав вырсарни каҫах, вӗренекенӗсем иудейсенчен хӑранипе хӑйсем пуҫтарӑннӑ пӳрт алӑкне питӗрсе ларнӑ чухне, вӗсем хӑйсем хушшинче Иисус тӑнине курах кайнӑ. «Канӑҫлӑх пултӑр сире!» – тенӗ Вӑл.


Тепӗр сакӑр кунран Унӑн вӗренекенӗсем каллех пӗр пӳртре пуҫтарӑннӑ. Фома та вӗсемпе пӗрлех пулнӑ. Ҫапла питӗрӗнсе ларнӑ чухне Иисус кӗрсе тӑнӑ та вӗсен умне тухса саламланӑ: «Канӑҫлӑх пултӑр сире!»


Эрнен малтанхи кунӗнче эпир пурте ҫӑкӑр хуҫса ҫимелли йӑлана тума пухӑнтӑмӑр. Тепӗр куннех ҫула тухма шут тытнӑран Павел вӗренекенсемпе ҫур ҫӗрчченех калаҫрӗ.


Ҫавӑнпа та сире ҫакна калатӑп: Турӑ Сывлӑшӗ хавхалантарнипе калаҫакансенчен пӗри те Иисуса ылханмӗ. Святой Сывлӑш хавхалантарнипе калаҫакансемсӗр пуҫне Иисуса Хуҫам тесе никам та калаймӗ.


Эпӗ сирӗн патӑра пырсан тин пуҫтармалла ан пултӑр тесен, сирӗнтен кашниех эрнен малтанхи кунӗнче хӑй пултарнӑ таран уйӑрса хурса упратӑр.


Вара мана, Святой Сывлӑш витӗмӗпе, ангел пуш хире ертсе кайрӗ. Унта эпӗ йӑм-хӗрлӗ тискер кайӑк ҫине утланнӑ хӗрарӑма куртӑм. Тискер кайӑкӗ ҫине йӑлтах Турра хурлакан ятсем ҫырса тултарнӑ, хӑй ҫичӗ пуҫлӑ та вунӑ мӑйракаллӑ.


Вара вӑл мана Святой Сывлӑш витӗмӗпе пысӑк та ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайрӗ. Ту тӑрринчен вӑл мана ҫӳл тӳперен, Турӑ патӗнчен анакан сӑваплӑ Иерусалим хулине кӑтартрӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ