Сирӗн патӑра пырсассӑн эсир мана савӑнтарасса кӗтетӗп. Ҫавӑнпа та, кулянмалла пулса ан тухтӑрччӗ тесе, ҫакна пыричченех ҫыртӑм та ӗнтӗ, мӗншӗн тесен манӑн савӑнӑҫӑм сирӗншӗн пуриншӗн те савӑнӑҫ. Эпӗ сирӗн пирки иккӗленместӗп.
Тата вӗсемпе пӗрле эпир хамӑрӑн тепӗр тӑвана та ятӑмӑр, унӑн тӑрӑшулӑхне тӗрлӗ лару-тӑрура пӗрре мар тӗрӗсленӗ. Вӑл сире халӗ питӗ шанать, ҫавӑнпа тата ытларах тӑрӑшать.
Ҫапла вара, савнӑ тӑванӑмсем, пӑхӑнса, Турӑ сумлӑхӗнчен хӑраса хӑвӑр валли ҫӑлӑнӑҫ хатӗрлӗр. Эсир пӑхӑнса пурӑнма яланах пӗлнӗ. Халӗ вара, эпӗ сирӗнпе мар чухне, сирӗн патӑрта чухнехинчен те ытларах пӑхӑнӑр.