Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Фессалоникисем патне 2-мӗш 3:3 - Синодальный НЗ

3 Анчах та Хуҫамӑр шанчӑклӑ. Вӑл сире ҫирӗплӗх парса усалтан упраса хӑваратех.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Фессалоникисем патне 2-мӗш 3:3
16 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Сирӗн мӗн калани те ҫакӑ ҫеҫ пултӑр: „ҫапла, ҫапла“; „ҫук, ҫук“. Ҫак сӑмахсенчен ытлашшине вара шуйттан калаттарать».


Ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире. Патшалӑх та, хӑват та, аслӑлӑх та ӗмӗрех Санӑн. Аминь“.


пирӗн ҫылӑхсене каҫар: эпир те хамӑра парӑмлӑ пулнисене кирек кама та каҫаратпӑр; ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире“, – тейӗр».


Эсӗ вӗсене ку тӗнчерен илсемччӗ тесе кӗлтумастӑп, усал-тӗселтен сыхласа хӑварсамччӗ тесе кӗлтӑватӑп.


Турра шанӑр: Вӑл сире Хӑйӗн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа, пирӗн Хуҫамӑрпа, пӗрле пулмашкӑн чӗнсе илнӗ.


Эсир куракан тӗрӗслев этем тӳсмелӗх кӑна. Турра шанӑр. Вӑл сирӗн пуҫӑр ҫине чӑтма пултарнинчен ытла тӗрӗслев яма хушмӗ. Тӗрӗсленӗ чухне чӑтса ирттермелӗх сире ҫӑмӑллӑх та парӗ.


Ҫакна хӑвӑра Чӗнекен тӑвӗ, Вӑл Хӑйӗн сӑмахне тытать.


сирӗн чун-чӗрӗре лӑплантартӑр, калас ырӑ сӑмахпа тӑвас ырӑ ӗҫ валли ҫирӗплӗх патӑр.


Хуҫа Турӑ мана усал-тӗселтен хӑтартӑр, Хӑйӗн Ҫӳлти Патшалӑхне тӗрӗс-тӗкел илсе кӗтӗр. Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр мухтав пултӑр! Аминь.


Асап курасси сирӗн нумаях юлмарӗ: тӗрлӗ ырӑлӑхӑн Турри пире Христос Иисус урлӑ Хӑйӗн ӗмӗрлӗх мухтавне пама чӗнсе илнӗ. Ҫав вӑхӑтлӑх асапсене тӳссе ирттерсессӗн Вӑл сире ура ҫине тӑратӗ, ҫирӗплетӗ, хӑватлатӗ, тӗреклетӗ.


Эппин, тӳрӗ пурӑнакансене асапран епле упраса хӑвармаллине те, йӗркесӗррисене суд кунӗнче айӑплав хуриччен епле сыхламаллине те Хуҫамӑр пӗлет.


Сире ӳкесрен упраса хӑварма, ҫитменлӗхсӗр те савӑклӑскерсене Хӑйӗн мухтавӗ умне тӑратма пултаракан,


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ