Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Фессалоникисем патне 2-мӗш 3:2 - Синодальный НЗ

2 Тата Турӑ пире пӑсӑк та усал ҫынсенчен хӑтартӑрччӗ тесе кӗлтӑвӑр, мӗншӗн тесен ӗненӳ пурин те ҫук-ха.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Фессалоникисем патне 2-мӗш 3:2
18 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Эй, ӗненмен, пӑсӑк ӑру! Тата хӑҫанччен Манӑн сирӗнпе пулмалла-ши? Хӑҫанччен Манӑн сире тӳсмелле-ши? Ачине Ман патӑма илсе килӗр эппин», – тавӑрса каланӑ Иисус.


Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир пӗтнӗк курӑкӗн, энӗс курӑкӗн, калемпӗр курӑкӗн вуннӑмӗш пайне Турӑшӑн паратӑр, анчах саккунри чи кирлине – тӗрӗслӗхлӗ, хӗрхенӳллӗ, ӗненӳллӗ пулассине – сиктерсе хӑваратӑр. Сирӗн ҫакна та туса тӑмалла, лешне те манмалла мар.


Калатӑп сире: Вӑл часах вӗсен хутне кӗрӗ. Анчах та Этем Ывӑлӗ килсен ҫӗр ҫинче ӗненӳ тупайӗ-ши?»


Анчах та иудейсем, халӑх йышлӑн пуҫтарӑннине курсан, питӗ вӗчӗрхеннӗ. Вара вӗсем Павела хирӗҫ каласа, усал сӑмахпа хӑртса, ун сӑмахне пӳлсе пынӑ.


Анчах та иудейсем хӗтӗртнипе тӗн-тӗшмӗшлӗ сумлӑ хӗрарӑмсем тата хулара пуҫ пулса тӑракан ҫынсем Павелпа Варнавӑна хӗсӗрлеме пуҫланӑ. Вара вӗсене хӑйсен ҫӗрӗнчен хӑваласа янӑ.


Анчах та ӗненмен иудейсем урӑх халӑх ҫыннисене вӑрҫтарса ярса ӗненекен тӑвансене хирӗҫ тӑратнӑ.


Ҫакна курсан, ӗненмен иудейсем питӗ кӗвӗҫсе кайнӑ. Вӗсем, хула урамӗсенчи путсӗрсене пухса, ушкӑнӗпех хула халӑхне пӑлхатса ҫӳренӗ. Унтан, Иасон ҫуртне йӗри-тавра хупӑрласа илсе, Павелпа Силӑна хӑйсен аллине пама хистесех ыйтнӑ.


Мӗншӗн тесен хупнӑ ҫынна айӑпне кӑтартмасӑрах император патне яни мана ӑссӑрла хӑтланнӑ пек туйӑнать».


Хӑшӗ-пӗрисене вӑл ӳкӗте кӗртнӗ, хӑшӗсем вара ӗненмен.


Анчах та Ырӑ Хыпара пуртех йышӑнмарӗҫ. Исаия пророк каланӑ пек: «Турӑҫӑм! Эпир каласа пӗлтернине камах ӗненчӗ?»


Манӑн Иудейӑри ӗненмен ҫынсен хурри пулас марччӗ, эпӗ тӑрӑшни Иерусалимри ӗненекен тӑвансемшӗн усӑллӑ пултӑрччӗ.


Этемле шухӑшласа каласан, эпӗ Ефесра тискер кайӑксемпе ҫапӑҫнин мӗн усси? Вилнисем чӗрӗлмеҫҫӗ пулсан, атьӑр эппин ҫиер те ӗҫер, ыран ҫавах вилмелле!


Ҫавӑнпа та эпӗ, Павел, ыттисемпе пӗрле сирӗн патӑра пӗр-икӗ хутчен те пыма пуҫтарӑннӑччӗ, анчах та шуйттан чӑрмантарчӗ.


Ырӑ Хыпара манӑн пӗлтерсе ҫитермелле пултӑр тесе, ытти халӑхсем пурте ҫавна илтме пултарччӑр тесе, мана Хуҫа Турӑ пӑрахмарӗ, вӑй пачӗ. Ҫапла вара эпӗ хама арӑслансене пӑрахса парасран хӑтӑлса юлтӑм.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ