15 Анчах та ӑна тӑшман вырӑнне ан хурӑр, тӑвана ӳкӗтленӗ пек ӳкӗтлӗр.
«Ӗненекен тӑвану сана усал туса ҫылӑха кӗрсен, кай та унпа куҫа-куҫӑн калаҫ, ӳпкеле. Вӑл сана итлесен, эсӗ тӑванна каялла тавӑртӑн пулать.
Ҫакна сире намӑслантарас тесе мар, савнӑ ачамсене ӳкӗтленӗ пек ӳкӗтлесе ҫыратӑп.
Эпӗ хамӑра Хуҫамӑр панӑ ирӗкпе тата ытларах мухтанас пулсан та, намӑса юлмӑп; пире ҫав ирӗке чунӑрсене аркатма мар, ҫирӗплетме панӑ.
Сирӗн патӑра пырсан Хуҫамӑр панӑ ирӗкӗмпе сире ятламалла ан пултӑрччӗ манӑн. Ҫав ирӗкӗме аркатмашкӑн мар, пултармашкӑн панӑ, ҫавӑнпа хам пыриччен ҫырса яратӑп та ӗнтӗ.
Эй, тӑвансем! Пӗр-пӗр ҫын мӗнле те пулин ҫылӑха кӗрсен, эсир, чун-чӗмпе пурӑнакансем, ӑна лӑпкӑ кӑмӑлпа тӳрлетӗр. Ҫав хушӑрах хамӑн та ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе харпӑр-хӑй асӑрханса пурӑнтӑр.
Тӑвансем! Сире тархасласах калатпӑр: наянсене ӗҫлеме ӳкӗте кӗртӗр, хавшак чунлисене хавхалантарӑр, вӑйсӑррисемшӗн тӗрек пулӑр. Пуринпе те чӑтӑмлӑ пулӑр.
Эсир вара, тӑвансем, ырӑ туса пурӑннӑшӑн ан хуйхӑрӑр.
Эй, тӑвансем! Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе эпир сире хистесех ҫакна калатпӑр: наянланса пурӑнакан тӑванӑрсенчен пӑрӑнса ҫӳрӗр. Вӗсем эпир вӗрентнӗ пек пурӑнмаҫҫӗ.
Пӑсӑк ӗненӳллӗ ҫынна вара пӗрре асӑрхаттар, тепре асӑрхаттар, унтан пӑрӑнса ут.