Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Фессалоникисем патне 2-мӗш 3:14 - Синодальный НЗ

14 Ҫак ҫырури сӑмахсене кам та кам пӑхӑнас темест, астуса юлӑр та, ӑна намӑс пултӑр тесе, унпа хутшӑнса ан пурӑнӑр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Фессалоникисем патне 2-мӗш 3:14
29 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вӗсене те итлес темесен вара ун ҫинчен ӗненекен ушкӑнрисене каласа кӑтарт. Ӗненекен ушкӑн та ӑна ӳкӗте кӗртеймесен, вӑл вара саншӑн урӑх халӑх ҫынни пекех, налук пухакан пекех пултӑр.


Эй, тӑвансем! Тархасласа калатӑп: эсир тӗрӗс вӗрентӗве илнӗ ӗнтӗ. Эпир вӗрентнӗ пек мар, урӑхла вӗрентсе хирӗҫтерекенсенчен, такӑнтаракансенчен асӑрханӑр. Унашкаллисенчен пӑрӑнӑр.


Ҫакна сире намӑслантарас тесе мар, савнӑ ачамсене ӳкӗтленӗ пек ӳкӗтлесе ҫыратӑп.


Эпӗ сирӗн патӑра хӑйсене ӗненекен тӑванӑрсем пек кӑтартакан, анчах та аскӑн, ҫӑткӑн, кӗлеткесене пуҫҫапакан, сӑмахпа хӑртакан, ӗҫкӗҫ, хапсӑнчӑк ҫынсемпе хутшӑнса ан пурӑнӑр, пӗрле ӗҫсе ан ҫийӗр тесе ҫырнӑччӗ.


Аскӑн ҫынсемпе хутшӑнса ан пурӑнӑр тесе эпӗ сирӗн патӑра ҫырнӑччӗ ӗнтӗ.


Эсир Христоса пӗтӗм чун-чӗререн пӑхӑнсан вара эпир кирек епле итлеменлӗхшӗн те явап тыттарма хатӗр.


Малтанхи ҫырӑвне те эпӗ сире тӗрӗслесе пӑхас тесе, сӑмахӑмран иртместӗр-ши тесе ҫырнӑччӗ.


Халӗ вара Тит эсир мӗнле итленине, мӗнле хисеплесе-хӑраса хапӑл тунине аса илет те кӑмӑлӗпе тата ытларах сирӗн патӑра туртӑнать.


Ҫапла вара, савнӑ тӑванӑмсем, пӑхӑнса, Турӑ сумлӑхӗнчен хӑраса хӑвӑр валли ҫӑлӑнӑҫ хатӗрлӗр. Эсир пӑхӑнса пурӑнма яланах пӗлнӗ. Халӗ вара, эпӗ сирӗнпе мар чухне, сирӗн патӑрта чухнехинчен те ытларах пӑхӑнӑр.


Ҫак ҫырӑва хӑвӑр вуласа тухсассӑн ӑна Лаодикири ӗненекен ушкӑнрисене вулаттарӑр. Хӑвӑр вара эпир Лаодикине ҫырса янине илсе вулӑр.


Турӑ пире Хӑйӗн Святой Сывлӑшне панӑ. Эппин ҫак вӗрентӗве хирӗҫлекен вӑл этеме мар, Турра хирӗҫлет.


Эй, тӑвансем! Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе эпир сире хистесех ҫакна калатпӑр: наянланса пурӑнакан тӑванӑрсенчен пӑрӑнса ҫӳрӗр. Вӗсем эпир вӗрентнӗ пек пурӑнмаҫҫӗ.


Сӑмаху сулмаклӑ та тиркеме ҫук пултӑр, пире хирӗҫлекен пирӗн ҫинчен начар калайманнипе намӑса юлтӑр.


Пӑсӑк ӗненӳллӗ ҫынна вара пӗрре асӑрхаттар, тепре асӑрхаттар, унтан пӑрӑнса ут.


Эсӗ итлессе шанса ҫыратӑп. Эсӗ маншӑн ыйтнинчен те ытларах тума пултарасса пӗлетӗп.


Хӑвӑр вӗрентӳҫӗрсене итлӗр, пӑхӑнӑр. Вӗсем сирӗншӗн Турӑ умӗнче яваплӑ, ҫавӑнпа вӗсем сирӗн чунӑршӑн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав ӗҫе вӗсем хуйхӑрса мар, савӑнса туччӑр тесе (вӗсем хуйхӑрса ӗҫленинчен сире усӑ пулас ҫук), вӗсене пӑхӑнӑр.


Кам та кам сирӗн патӑра ҫав вӗрентӗве мар, урӑххине вӗрентме пырать, ӑна килӗре те ан кӗртӗр, хапӑл ан тӑвӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ