Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Фессалоникисем патне 2-мӗш 3:1 - Синодальный НЗ

1 Ҫапла ӗнтӗ, тӑвансемӗр, пирӗншӗн кӗлтӑвӑр. Хуҫамӑрӑн сӑмахӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пытӑрччӗ, хӑвӑр патӑрти пекех мухтавлӑ пултӑрччӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Фессалоникисем патне 2-мӗш 3:1
22 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫапла ӗнтӗ, ани ҫине выраканӗсене ятӑр тесе, ана Хуҫине йӑлӑнӑр».


Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Вырмалли нумай та, выраканӗ сахал. Ҫапла ӗнтӗ, ани ҫине выраканӗсене ятӑр тесе, ана Хуҫине йӑлӑнӑр.


Ӗнтӗ Турӑ сӑмахӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлсах пынӑ.


Ҫакнашкал хӑватлӑн сарӑлса, вӑй илсе пынӑ Хуҫамӑр сӑмахӗ.


Турӑ сӑмахӗ сарӑлнӑҫем сарӑлса пынӑ. Иерусалимра Иисус вӗренекенӗсен шучӗ хӑвӑрт ӳссе кайнӑ. Чылай священник та ҫак ӗненӗве йышӑннӑ.


Эй, тӑванӑмсем! Сире Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе, Святой Сывлӑш юратулӑхӗпе тархасласа йӑлӑнатӑп: хам кӗлтунӑ пекех, эсир те Турра маншӑн тӑрӑшса кӗлтӑвӑр.


Турӑшӑн тӑрӑшса ӗҫлемешкӗн кунта лайӑх майсем уҫӑлчӗҫ, тӑшмансем те нумай.


Эй, тӑвансем! Ҫыру вӗҫӗнче ҫакна калам: савӑнӑр, чун-чӗмпе пахаланӑр, пӗр-пӗрне хастарлатӑр, пӗр шухӑшлӑ пулса, килӗштерсе пурӑнӑр. Вара юратулӑхпа канӑҫлӑх Турри сирӗнпе пулӗ.


Пирӗншӗн те кӗлтӑвӑр: Турӑ пире Христосӑн вӑрттӑн чӑнлӑхӗ ҫинчен Хӑйӗн сӑмахне вӗрентмешкӗн ҫул уҫса патӑрччӗ. Христос ҫинчен вӗрентнӗшӗн эпӗ тӗрмере ларатӑп та.


Мӗншӗн тесен эпир пӗлтернӗ Ырӑ Хыпара эсир сӑмах халлӗн кӑна илтмерӗр. Ырӑ Хыпарӑн чӑнлӑхне эпир сире Святой Сывлӑш хӑвачӗпе, ҫирӗп ӗненӳпе вӗрентрӗмӗр. Сирӗн патӑрта чухне эпир сире ырра пултӑр тесе мӗнле пурӑннине хӑвӑрах пӗлетӗр.


Мӗншӗн тесен Хуҫамӑрӑн сӑмахӗ сирӗн патран Македонипе Ахаияра кӑна мар, пур ҫӗре те сарӑлчӗ. Эсир Турра епле ӗненнине пур ҫӗрте те пӗлнӗрен пирӗн хушса каламалли нимех те ҫук.


Эй, тӑвансем! Эпир сирӗн патӑра пыни усӑсӑр пулманнине хӑвӑрах пӗлетӗр.


Эсир пирӗнтен Турӑ сӑмахне илтсессӗн, ӑна этем сӑмахӗ тесе мар, Турӑ сӑмахӗ тесе йышӑнтӑр. Ҫавӑншӑн эпир тӑтӑшах Турра тав тӑватпӑр. Вӑл, чӑнах та, Турӑ сӑмахӗ. Ҫав сӑмах сирӗн чӗрере – ӗненекенсен чӗринче – хӑйӗн ӗҫне тӑвать.


Тӑвансем! Юлашкинчен эпир сире Христос Иисус ячӗпе ҫакӑн пирки тархаслатпӑр. Эпир сире Турра юрӑхлӑ епле пурӑнмаллине вӗрентсеччӗ, ҫавна сирӗн тата лайӑхрах тытса пымалла пултӑрччӗ.


Вӑрӑ-хураха сӑнчӑрланӑ пек, мана Ырӑ Хыпар пӗлтернӗшӗн сӑнчӑрларӗҫ. Анчах та Турӑ сӑмахне сӑнчӑрлаймӑн.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ