7 Усалӑн ӗҫӗсем вӑрттӑн пуҫланнӑ та ӗнтӗ, анчах халӗ ӑна чарса тӑраканӗ пур. Ҫав чарса тӑракана сириччен нимех те пулмалла мар-ха.
Эпӗ кайнӑ хыҫҫӑн кӗтӗве хӗрхенмен тискер кашкӑрсем сирӗн патӑра пырасса пӗлетӗп.
Хӑйӗн вӑхӑчӗ ҫитиччен Турра хирӗҫ ҫав ҫын мӗншӗн палӑрманнине эсир халӗ пӗлетӗр.
Паллах, эпир Турра хисепленин вӑрттӑнлӑхӗ пысӑкран та пысӑк: Турӑ ӳтленсе килнӗ, Вӑл Кам пулнине Сывлӑш ҫирӗплетнӗ, Ӑна ангелсем те курнӑ, Ун ҫинчен ытти халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, тӗнче Ӑна ӗненсе йышӑннӑ, тӳпене Вӑл мухтавлӑхпа ҫӗкленнӗ.
Эй, ачамсем! Юлашки вӑхӑт ҫывхарать. Антихрист килесси ҫинчен эсир илтнӗ. Юлашки вӑхӑт ҫывхарнине эпир халӗ антихристсем нумайланса кайнинчен пӗлетпӗр.
Иисус – ҫӗр ҫине ӳтленсе килнӗ Турӑ Ывӑлӗ пулнине йышӑнман кирек епле сывлӑш та – Турӑран мар, вӑл антихрист сывлӑшӗ. Антихрист килесси ҫинчен эсир илтнӗ, антихрист тӗнчене килнӗ те ӗнтӗ.
Ҫамки ҫине вӑрттӑн пӗлтерӗшлӗ ят ҫырса хунӑ: «Ҫӗр ҫинчи аскӑн хӗрарӑмсен, ирсӗрлӗхсен амӑшӗ – аслӑ хула Вавилон».
«Эсӗ мӗншӗн тӗлӗнетӗн? – тесе ыйтрӗ манран ангел. – Эпӗ сана ҫак хӗрарӑм тата вӑл утланнӑ ҫичӗ пуҫлӑ та вунӑ мӑйракаллӑ тискер кайӑк мӗне пӗлтернине ӑнлантарса парӑп.