5 Ҫапла пуласса эпӗ сирӗн патӑрта чухнех сире каласаттӑм. Астумастӑр-и?
Халичченех ӑнланмастӑр-и? Пилӗк ҫӑкӑрпа пилӗк пин ҫынна тӑрантарнине, юлашкине тата темиҫе кунтӑк пухнине астумастӑр-им?
Куҫлӑ пулин те – курмастӑр-им? Хӑлхаллӑ пулин те – илтместӗр-им? Ҫакна астумастӑр-им:
Ҫакна Эпӗ сире ҫав вӑхӑт ҫитсен Ман сӑмахӑмсене аса илччӗр тесе каларӑм. Хам сирӗнпе пулнӑ пирки маларах ун ҫинчен пӗлтермерӗм».
Ҫавӑнпа ӗнтӗ сыхӑ тӑрӑр! Эпӗ сирӗнтен кашнинех виҫӗ ҫула яхӑн кунӗн-ҫӗрӗн, куҫҫуль тухичченех вӗрентсе пурӑннине ан манӑр.
курайманлӑх, ҫынна вӗлерни, ӗҫке ерни, ӳсӗрле хӑтланкаларӑшсем тата ҫавнашкал тем те пӗр. Эпӗ сире малтан та асӑрхаттарнӑччӗ, халӗ татах калам: ҫавӑн пек пурӑнакансем Турӑ Патшалӑхӗн еткерне илеймӗҫ.
Хӑвӑрах пӗлетӗр: эпир сире пурсӑра та ашшӗ ачисене ӳкӗтленӗ пекех Турра юрӑхлӑ пурӑнма тархасласа ӳкӗтлерӗмӗр, йӑлӑнтӑмӑр. Турӑ сире Хӑйӗн Патшалӑхне кӗме, Хӑйӗн мухтавне тивӗҫлӗ пулма чӗнсе илнӗ.
Астӑватӑр-и, хамӑра кӗтекен асапсем пирки эпир сире хӑвӑр патӑрта чухне малтанах асӑрхаттарнӑччӗ. Калани чӑна килнине халӗ хӑвӑрах куратӑр.
Хӑйӗн вӑхӑчӗ ҫитиччен Турра хирӗҫ ҫав ҫын мӗншӗн палӑрманнине эсир халӗ пӗлетӗр.
Сирӗн патӑрта пурӑннӑ чухнех эпир сире ҫапла вӗрентеттӗмӗр: «Кам ӗҫлемест, ҫав ҫимест».
Эппин, эпӗ сирӗнтен уйӑрӑлса кайсассӑн та ҫак сӑмахсем асӑртах упранччӑр тесе тӑрӑшӑп.