Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Фессалоникисем патне 2-мӗш 2:3 - Синодальный НЗ

3 Никам та нимӗнле майпа та сире улталама ан пултарайтӑр. Мӗншӗн тесен ҫав юлашки кун ҫитиччен маларах Турра хирӗҫ пысӑк пӑлхав пулмалла, ҫылӑх ҫынни – пӗтеслӗх ывӑлӗ – килмелле.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Фессалоникисем патне 2-мӗш 2:3
17 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Эпӗ вӗсемпе пӗрле тӗнчере чухне Эсӗ панисенчен пӗри те вилмерӗ. Ҫырнинчи пурнӑҫлантӑр тесе, пӗтеслӗх ывӑлӗсӗр пуҫне, ыттисене Эпӗ пурне те Санӑн ятупа упраса хӑвартӑм.


Тӳрӗ мар ҫынсем Турӑ Патшалӑхне кӗреймессе пӗлместӗр-им? Ан улталанӑр: аскӑнсем те, кӗлеткесене пуҫҫапакансем те, пӗр-пӗрне улталакан мӑшӑрсем те, арҫынпа асакан арҫынсем те,


Хӑвӑра пуш сӑмахпа илӗртсе улталама ан парӑр. Унашкаллисене, Турра хирӗҫҫисене, Турӑ ҫилли ҫитет.


Эй, ачамсем! Юлашки вӑхӑт ҫывхарать. Антихрист килесси ҫинчен эсир илтнӗ. Юлашки вӑхӑт ҫывхарнине эпир халӗ антихристсем нумайланса кайнинчен пӗлетпӗр.


Иисус – ҫӗр ҫине ӳтленсе килнӗ Турӑ Ывӑлӗ пулнине йышӑнман кирек епле сывлӑш та – Турӑран мар, вӑл антихрист сывлӑшӗ. Антихрист килесси ҫинчен эсир илтнӗ, антихрист тӗнчене килнӗ те ӗнтӗ.


Тахҫан чӗрӗ пулнӑ, халӗ вилӗ тискер кайӑк ҫичӗ патшаран пӗрне, саккӑрмӗшне пӗлтерет. Вӑл та тӗп пулӗ.


Ҫак эсӗ курнӑ тискер кайӑк чӗрӗччӗ, халӗ вӑл вилӗ. Анчах та вӑл тӗпсӗрлӗхрен каллех чӗрӗлсе тухӗ те тӗп пулӗ. Ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен камсен ятне тӗнче пуҫланнӑранпах пурӑнӑҫ кӗнекине ҫырса хуман, ҫавсем тискер кайӑка курсан тӗлӗнӗҫ. Мӗншӗн тесен вӑл чӗрӗччӗ, халӗ вилӗ, унтан каллех чӗрӗлсе тухӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ