15 Эппин, тӑванӑмӑрсем, тӗреклӗ тӑрӑр. Эпир сире сӑмах вӗҫҫӗн е ҫыру урлӑ панӑ вӗрентӗве ҫирӗп тытса пырӑр.
Эй, тӑвансем! Тархасласа калатӑп: эсир тӗрӗс вӗрентӗве илнӗ ӗнтӗ. Эпир вӗрентнӗ пек мар, урӑхла вӗрентсе хирӗҫтерекенсенчен, такӑнтаракансенчен асӑрханӑр. Унашкаллисенчен пӑрӑнӑр.
Эй, тӑвансем! Эпӗ мӗн каланине йӑлтах асра тытнӑшӑн, эпӗ вӗрентсе хӑварнӑ Хуҫа Турӑ йӑли-йӗркипе пурӑннӑшӑн сире ырлатӑп.
Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Ӗнтӗ ҫирӗп те иккӗленӳсӗр пулӑр. Хуҫамӑр ӗҫӗшӗн яланах пӗтӗм чуна парса тӑрӑшӑр, эсир тӑрӑшни Хуҫа Турӑ умӗнче усӑсӑр пулманнине пӗлсе тӑрӑр.
Сыхӑ тӑрӑр, ӗненӳре ҫирӗп пулӑр, паттӑр та вӑйлӑ пулӑр.
Эппин, чунӑм туртакан савнӑ тӑванӑмсем, Хуҫамӑра ҫапла ҫирӗп ӗненсе тӑрӑр, эсир – манӑн савӑнӑҫӑм, манӑн ҫӗнтерӳ пуҫ кӑшӑлӗ.
иккӗленме ан васкӑр. Христос килес кун ҫитрӗ те ӗнтӗ тесе пророкла калани те, сас-хура та, пирӗн ятпа тесе ҫырнӑ ҫыру та сире пӑтраштарса ан ятӑр.
Ҫак ҫырури сӑмахсене кам та кам пӑхӑнас темест, астуса юлӑр та, ӑна намӑс пултӑр тесе, унпа хутшӑнса ан пурӑнӑр.
Эй, тӑвансем! Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе эпир сире хистесех ҫакна калатпӑр: наянланса пурӑнакан тӑванӑрсенчен пӑрӑнса ҫӳрӗр. Вӗсем эпир вӗрентнӗ пек пурӑнмаҫҫӗ.
Ҫынсене тӗрӗс вӗрентӳпе ӳкӗте кӗртес тесен, хирӗҫҫисене питлеме пултарас тесен, чиркӳ ертӳҫин хӑйне вӗрентнӗ чӑн сӑмаха ҫирӗп тытса пурӑнмалла.
Савнӑ тӑванӑмсем! Сирӗн патӑра пурте ҫӑлӑнасси ҫинчен манӑн питӗ ҫырассӑм килетчӗ. Анчах та эпӗ сирӗн патӑра Турӑ Хӑйӗн халӑхне пӗрре тата яланлӑха панӑ ӗненӳшӗн кӗрешме ӳкӗтлесе ҫырас терӗм.