11 Ҫавӑнпа Турӑ вӗсене ултав аллине парӗ, вӗсем ӗнтӗ суялӑха ӗненӗҫ.
Суя пророксем нумай килӗҫ, чылайӑшне илӗртсе улталӗҫ.
Мӗншӗн тесен Ман ятӑмпа килекенсем нумай пулӗҫ, „эпӗ – Христос“ тесе вӗсем чылайӑшне улталӗҫ.
Вӗсем Турра ӗненес тесе тӑрӑшман пирки Турӑ вӗсене пӑсӑк ӑс тыткӑнне панӑ. Пӑсӑк ӑса пула вӗсем тума юраман ӗҫсем тӑваҫҫӗ.
Мӗншӗн тесен пирӗн сӑмахра йӑнӑш та, таса мар кӑмӑл-шухӑш та, ултав та ҫук.
Юлашки вӑхӑтсенче хӑшӗ-пӗрисем ӗненме пӑрахасси ҫинчен Святой Сывлӑш татӑклӑн калать. Вӗсем аташтаракан сывлӑшсене итлӗҫ, шуйттанла вӗрентӳсем хыҫҫӑн кайӗҫ.
Юмах юптарнине юратса, тӗрӗс сӑмахран пӑрӑнӗҫ.