Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Фессалоникисем патне 2-мӗш 2:10 - Синодальный НЗ

10 тӗрлӗрен суя-ултавпа килӗ. Хӑйсене ҫӑлӑнӑҫ кӳрекен чӑнлӑха юратман пирки пӗтес ҫул ҫине тӑнисене вӑл хӑй майлӑ ҫавӑрӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Фессалоникисем патне 2-мӗш 2:10
29 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Мӗншӗн тесен сире Ҫӳлти Патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тивӗҫ панӑ, вӗсене вара – паман.


Хӑйӗн Ывӑлне Турӑ ҫак тӗнчене суд тума яман, Ун урлӑ тӗнче ҫӑлӑнтӑр тесе янӑ.


Тепӗр тесен, Ман пирки ҫын каласа ҫирӗплетни Мана кирлӗ те мар. Ҫакна Эпӗ сире ҫӑлас тесе кӑна калатӑп.


Эй, тӑванӑмсем! Эпӗ пӗтӗм чӗререн Израиль халӑхне ҫӑлӑнӑҫ сунса Турра кӗлтӑватӑп.


Вӗсем Иисус Христос Хуҫамӑршӑн мар, хӑйсен хырӑмӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ; япшар чӗлхисемпе йӑпӑлтатса, ырӑ пулса, айваннисене улталаҫҫӗ.


Тавах Турра! Эсир ӗлӗкрех ҫылӑх чурисем пулнӑ пулин те, халӗ хӑвӑр йышӑннӑ вӗрентӗве пӗтӗм чун-чӗререн парӑнтӑр.


Хӗрес ҫинчен вӗрентни вӑл пӗтмеллисемшӗн – ӑссӑрлӑх, пирӗншӗн, ҫӑлӑнмаллисемшӗн – Турӑ хӑвачӗ.


Иисус Христос Хуҫамӑра юратман ҫынсене вара ылхан пултӑр. Килсемччӗ, Хуҫамӑр!


Ҫавнашкал ҫынсем – суя апостолсем, чеен ӗҫлесе вӗсем хӑйсене Христос апостолӗсем пек кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ.


Ҫавӑнпа та шуйттан тарҫисем хӑйсене чӑнлӑх тарҫисем пек кӑтартма тӑрӑшнинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук. Вӗсем ӗҫне кура вӗҫне тупӗҫ.


Эпир Турӑшӑн – Христосӑн техӗмлӗхӗ. Ҫав ырӑ шӑршӑ ҫӑлӑнакансем хушшинче те, пӗтекенсем хушшинче те сарӑлать.


Нумайӑшӗ Турӑ сӑмахне пӑсса вӗрентеҫҫӗ, эпир апла вӗрентместпӗр. Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, Турӑ сӑмахне Унӑн ҫыннисем пек таса чунпа пӗлтерсе, Турӑ умӗнче вӗрентетпӗр.


Пирӗн ӗнтӗ ҫаплах пӗчӗк ачасем пек пулмалла мар. Вӗсене кирек епле вӗрентӳ ҫилӗ те, иккӗлентерсе, ҫавӑрттарса ярать; улталама вӗренсе ҫитнӗ чее ҫынсем хыҫҫӑн вӗсем часах каяҫҫӗ.


Пире иудейсем ытти халӑхсене ҫӑлӑнӑҫ Хыпарне пӗлтерме чӑрмантарнӑ пирки вӗсем хӑйсен ҫылӑх виҫине тӑтӑшах тултарса тӑраҫҫӗ. Вӗсене Турӑ ҫилли ҫитетех.


Чӑнлӑха ӗненес вырӑнне суялӑха юратакансене пурне те суд кунӗнче айӑплав пултӑр тесе Турӑ ҫапла тӑвӗ.


Хуҫа Турӑ савакан тӑванӑмӑрсем! Пирӗн сирӗншӗн Турра тӑтӑшах тав тумалла. Мӗншӗн тесен Турӑ сире Святой Сывлӑшпа сӑваплатса, чӑнлӑха ӗнентерсе ҫӑлса хӑвармашкӑн чӑн малтанах суйласа илнӗ.


Турӑ мӗн пур ҫын ҫӑлӑнтӑр, чӑнлӑха пӗлсе ҫиттӗр тет.


Сирӗнтен хӑшӗ те пулин ҫылӑх илӗртнипе чунне ан хытартӑр тесе, „паян“ теме май пур чухне пӗр-пӗрне куллен ӳкӗтлӗр.


Ҫав суя вӗрентӳҫӗсем хӑйсем пӗлменнине хурлаҫҫӗ. Вӗсем – тытса вӗлерме кӑна ҫуралнӑ, ҫут ҫанталӑк хистенипе кӑна пурӑнакан ӑссӑр тискер кайӑк евӗрлӗ; вӗсен, пӑсӑкскерсен, пӗтмелле пулӗ.


Мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсен хӑпартланчӑк пуш сӑмахӗсемпе йӑнӑш ҫул ҫинчен анчахрах пӑрӑннисене ӳт-пӳ хистенин аскӑнлӑхне ҫаклатаҫҫӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ