Суд часах пуҫланмалла. Пирӗн, Турӑ халӑхӗн, суд умне чи малтан тӑмалла. Суд тума пирӗнтен пуҫлаҫҫӗ пулсан, Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӑхӑнманнисемпе мӗн пулӗ?
Тата эпӗ сире Содомпа Гоморра хулисем ҫинчен, ҫак хуласем пекех ҫут ҫанталӑка хирӗҫлесе асса пурӑнакан таврари ытти хуласем ҫинчен асилтерес тетӗп. Вӗсенчен тӗслӗх илекен ан пултӑр тесе Турӑ вӗсем ҫине сӳнми вут асапне янӑ.
Анчах та хӑракансем те, шанчӑксӑррисем те, ирсӗрсем те, ҫын вӗлерекенсем те, аскӑнсем те, асамҫӑсем те, кӗлеткесене пуҫҫапакансемпе мӗн пур суеҫ таврашӗ те хӑйсен вырӑнне кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлӗре тупӗҫ. Ку – иккӗмӗш вилӗм».
Вӗсем хыттӑн: «Святой тата Чӑн Патшамӑр! Мӗншӗн Эсӗ ҫак тарана ҫитсе те ҫӗр ҫинчи ҫынсене пирӗн юншӑн суд туса тавӑрмастӑн? Тата хӑҫанччен кӗтмелле?» – тесе ӳпкелешрӗҫ.