Кам ҫак пӑсӑк та ҫылӑхлӑ ӑру хушшинче Манран тата Ман сӑмахӑмсенчен вӑтанать, Этем Ывӑлӗ те Ашшӗ мухтавӗпе, святой ангелӗсемпе пӗрле килсен унран вӑтанӗ».
Анчах та Авраам ҫапла каланӑ: „Ачам! Астуса ил-ха, ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫунта эсӗ ырлӑх куртӑн, Лазарь вара нуша курса пурӑнчӗ. Халӗ вӑл кунта савӑнать, эсӗ вара асапланатӑн.
Енчен те эпир Турӑ ачисем пулсассӑн, эппин Христос пекех Туррӑн еткерне илме тивӗҫлисем пулатпӑр. Унӑн мухтавне те пӗрлех пайламашкӑн вара пирӗн Христос асапӗсене те Унпа пӗрле тӳссе ирттермелле.
Мӗншӗн тесен пӗтӗмпех Ун урлӑ пултарнӑ. Пӗлӗт ҫинчине те, ҫӗр ҫинчине те, курӑнаканнине те, курӑнманнине те: ҫӳлти престолпа хӑватсене, пуҫлӑхсемпе влаҫсене – пурне те Ун урлӑ тата Уншӑн пултарнӑ.
Ҫавнашкалах Христос та, нумай ҫыннӑн ҫылӑхне илсе каяс тесе, Хӑйне пӗрре Турра парнелӗхе кӳнӗ. Иккӗмӗш хут килнӗ чухне Вӑл пире ҫылӑхран хӑтарма мар, Хӑйне кӗтекенсене ҫӑлас тесе килӗ.
Тата эпӗ сире Содомпа Гоморра хулисем ҫинчен, ҫак хуласем пекех ҫут ҫанталӑка хирӗҫлесе асса пурӑнакан таврари ытти хуласем ҫинчен асилтерес тетӗп. Вӗсенчен тӗслӗх илекен ан пултӑр тесе Турӑ вӗсем ҫине сӳнми вут асапне янӑ.
Анчах та вӑл мана: «Асту, кунашкал ан хӑтлан, – терӗ. – Эпӗ сан пекех, санӑн пророк тӑванусем пекех, ҫак кӗнекери сӑмахсене тытса пыракансем пекех, Турӑ чури кӑна. Турра пуҫҫап!»