Енчен те эпир Турӑ ачисем пулсассӑн, эппин Христос пекех Туррӑн еткерне илме тивӗҫлисем пулатпӑр. Унӑн мухтавне те пӗрлех пайламашкӑн вара пирӗн Христос асапӗсене те Унпа пӗрле тӳссе ирттермелле.
Ҫавӑнпа та эпир яланах сирӗншӗн кӗлтӑватпӑр: Туррӑмӑр сире мӗншӗн суйласа илнӗ, ҫавна тивӗҫлӗ тутӑрччӗ; ырӑ тума та, ӗненӗве ӗҫпе ҫирӗплетме те вӑй патӑрччӗ тетпӗр.