Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Фессалоникисем патне 2-мӗш 1:3 - Синодальный НЗ

3 Сирӗншӗн, тӑвансемӗр, пирӗн яланах Турра тав тумалла. Ҫапла туни тӗрӗс пулӗччӗ, мӗншӗн тесен сирӗн ӗненӗвӗр ҫирӗпленсех пырать, сирӗн хушшӑрта пӗр-пӗрне юратасси те вӑйлансах пырать.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Фессалоникисем патне 2-мӗш 1:3
26 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Шӑллу тавӑрӑннӑшӑн хӗпӗртемелле, мӗншӗн тесен вӑл вилнӗччӗ, халӗ чӗрӗлчӗ; ҫухалнӑччӗ, халӗ тупӑнчӗ!“»


Апостолсем вара Хуҫамӑра: «Пирӗн ӗненӗве вӑйлатсам», – тенӗ.


Ҫырла туман туратӑмсене Вӑл касса пӑрахать. Ҫырла тӑвакан туратсене Вӑл, ҫырли тата нумайрах пултӑр тесе, иртсех, тасатсах тӑрать.


Сирӗн ӗненӗвӗр пирки тӗнчипех пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та чи малтанах сирӗншӗн пуриншӗн те Иисус Христос урлӑ Туррӑма тав тӑватӑп.


Эпӗ сирӗншӗн, Иисус Христос урлӑ Турӑ сире ырӑлӑхне панӑшӑн Туррӑма тӑтӑшах тав тӑватӑп.


Чикӗ урлӑ каҫса ыттисен ӗҫӗпе мухтанас шухӑш вара пирӗн ҫук. Анчах та ӗненӗвӗр ҫирӗпленсе пынӑҫемӗн сирӗн хушшӑрти ӗҫӗмӗр сулмаклӑрах пуласса шанатпӑр.


Хамӑр Хуҫамӑр Иисус Христос ячӗпе яланах Атте Турра пуриншӗн те тав тӑвӑр,


Эсир пурте чӗремре пулнӑран сирӗн ҫинчен урӑхла шухӑшлама та пултараймастӑп. Тӗрмере чухне те, Ырӑ Хыпара хӳтӗлесе ҫирӗплетнӗ чухне те Турӑ мана панӑ пархатара эсир пурте манпа пӗрле пайларӑр.


Сирӗн юратулӑхӑр пӗлӳллӗрех, тиркевлӗрех пултӑрччӗ тесе кӗлтӑватӑп.


Эпир сире юратнӑ пекех, Хуҫа Турӑ сире пӗр-пӗрне те, ыттисене пурне те юратнӑҫемӗн юратмалла тутӑрччӗ.


Халӗ ӗнтӗ Тимофей сирӗн патӑртан лайӑх хыпарпа тавӑрӑнчӗ. Сирӗн ӗненесси те, юратасси те иксӗлмен иккен. Эсир пире ырӑпа кӑна асӑнни ҫинчен те, эпир сире курасшӑн пулнӑ пекех эсир те пире курасшӑн иккенне те Тимофей каласа кӑтартрӗ.


Сирӗншӗн тата пире Туррӑмӑр умӗнче эсир кӳнӗ савӑнӑҫшӑн Турра тав туса та ҫитереес ҫук.


Тӑвансем! Юлашкинчен эпир сире Христос Иисус ячӗпе ҫакӑн пирки тархаслатпӑр. Эпир сире Турра юрӑхлӑ епле пурӑнмаллине вӗрентсеччӗ, ҫавна сирӗн тата лайӑхрах тытса пымалла пултӑрччӗ.


Тӑвансем! Иисус Христос Хуҫамӑр килесси пирки тата хамӑр Ӑна кӗтсе илесси пирки вара ҫакна йӑлӑнсах ыйтатпӑр:


Хуҫа Турӑ савакан тӑванӑмӑрсем! Пирӗн сирӗншӗн Турра тӑтӑшах тав тумалла. Мӗншӗн тесен Турӑ сире Святой Сывлӑшпа сӑваплатса, чӑнлӑха ӗнентерсе ҫӑлса хӑвармашкӑн чӑн малтанах суйласа илнӗ.


Пӗр-пӗрне яланах чунтан-чӗререн юратӑр. Ӗненекен тӑванӑрсене ултавсӑр юратас тесен вара чунӑрсене чӑнлӑха пӑхӑннипе, Святой Сывлӑш пулӑшнипе тасатӑр.


Чунӑм кӗлеткемре чухне сире ҫине-ҫинех аса илтерсе ыйхӑран вӑратни тӗрӗсех пулӗ тетӗп.


Унтан та ытларах, Турӑ панӑ ырӑлӑхпа аталансах пырӑр, Иисус Христос Хуҫамӑра, хамӑра Ҫӑлаканӑмӑра, пӗлнӗҫемӗн пӗлсех пырӑр. Ӑна халӗ те, ӗмӗрлӗх кунра та мухтав! Аминь.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ