2 Сире пурне те Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗпе канӑҫлӑхӗ пултӑр.
Сире Турӑ юратать, Вӑл сире сӑваплисем пулма чӗнсе илнӗ. Сире, Римри мӗн пур ӗненекенсене, Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр.
Сире Атте Туррӑмӑртан тата Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр.
Иисус Христос Хуҫамӑрӑн кунӗнче сирӗн Ун умне пӗр айӑпсӑр тӑмалла пултӑрччӗ тесе, Вӑл сире юлашки вӑхӑтченех ҫирӗплетсе тӑрӗ.
Сирӗншӗн, тӑвансемӗр, пирӗн яланах Турра тав тумалла. Ҫапла туни тӗрӗс пулӗччӗ, мӗншӗн тесен сирӗн ӗненӗвӗр ҫирӗпленсех пырать, сирӗн хушшӑрта пӗр-пӗрне юратасси те вӑйлансах пырать.