11 Ҫавӑнпа та эпир яланах сирӗншӗн кӗлтӑватпӑр: Туррӑмӑр сире мӗншӗн суйласа илнӗ, ҫавна тивӗҫлӗ тутӑрччӗ; ырӑ тума та, ӗненӗве ӗҫпе ҫирӗплетме те вӑй патӑрччӗ тетпӗр.
Ҫӗр хӑй тӗллӗнех ҫимӗҫ парать: малтан калча ӳстерет, унтан пучах кӑларттарать, кайран пучаха тултарать.
Эй, пӗчӗк кӗтӗвӗм, ан хӑра! Аҫӑр сире Патшалӑх пама кӑмӑл тунӑ.
Эпӗ Унӑн Ывӑлӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар сарса Турӑшӑн чун-чӗререн тӑрӑшатӑп. Сирӗн ҫинчен тӑтӑшах шухӑшланине Турӑ курса-пӗлсе тӑрать.
Мӗншӗн тесен Турӑ панине тата чӗнсе илнине туртса илме ҫук.
Эй, тӑванӑмсем! Эсир ырӑ та тулли кӑмӑллӑ, нумай пӗлӳллӗ пулнине, пӗр-пӗрне вӗрентме пултарнине шанса тӑратӑп.
Малтанах палӑртса хунисене Вӑл чӗнсе илнӗ. Чӗнсе илнисене Вӑл тӳрре кӑларнӑ. Тӳрре кӑларнисене вара мухтава та кӑларнӑ.
Иисус Христос Хуҫамӑрӑн кунӗнче сирӗн Ун умне пӗр айӑпсӑр тӑмалла пултӑрччӗ тесе, Вӑл сире юлашки вӑхӑтченех ҫирӗплетсе тӑрӗ.
хамӑн кӗллӗмре сире аса илсе, сирӗншӗн Турра тӑтӑшах тав тӑватӑп.
Хӑйӗн чаплӑ ырӑлӑхне мухтамалла пултӑр тесе, Турӑ пире Хӑйӗн ырӑ ирӗкӗпе Иисус Христос урлӑ ывӑллӑха илмешкӗн чӑн малтанах палӑртса хунӑ, Хӑйӗн савнӑ Ывӑлӗ урлӑ пире ырӑлӑх панӑ.
Хӑйӗн ырӑ ирӗкне Ывӑлӗ урлӑ пурнӑҫлама Вӑл чӑн малтанах палӑртса хунӑ, ҫапла майпа пире Хӑйӗн шухӑшӗн вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ.
Эпӗ ҫакна ҫирӗп шанатӑп: ырӑ ҫул ҫине сире Турӑ илсе тухнӑ, ҫав ҫулпах Вӑл сире Иисус Христос кунӗ ҫитичченех уттарӗ.
Мӗншӗн тесессӗн Турра юрӑхлӑ кӑмӑлӑрпа ӗҫӗре сирӗн ӑшӑрта Вӑл Хӑй пултарать.
Эпӗ тӗллевӗм патне, хама парас сӑвап патне васкатӑп. Турӑ пире ҫав сӑвапшӑн Иисус Христос урлӑ чӗнсе илнӗ.
Ӗненӳпе юратулӑхран килекен ӗҫӗре, Иисус Христос Хуҫамӑр панӑ шанчӑкран килекен чӑтӑмлӑхӑра Туррӑмӑр тата Аттемӗр умӗнче яланах асра тытатпӑр.
Эсир хӗн-хур тӳсни Туррӑн тӳрӗ сучӗ пулассине пӗлтерет; эсир хӑвӑра тивӗҫес Турӑ Патшалӑхӗшӗн тӳсетӗр.
Иисус Христос Хуҫамӑрӑн мухтавӗ сире те тивӗҫтӗр тесе, эпир вӗрентекен Ырӑ Хыпар урлӑ ҫӑлса хӑварма Турӑ сире чӗнсе илнӗ.
Иисус ҫине куҫ илмесӗр пӑхар. Вӑл – ӗненӗве Пуҫараканӗ тата Пурнӑҫлаканӗ. Вӑл, тӳпере ырлӑх курас вырӑнне, мӑшкӑла пӑхса тӑмасӑр хӗрес ҫинчи асапа курнӑ. Вара Турӑ престолӗн сылтӑм енне ларнӑ.
Эй, сӑваплӑ тӑванӑмӑрсем, ҫӳлти ырӑлӑха пая кӗрес ҫынсем, хамӑр ӗненӗвӗмӗр апостолӗ, Аслӑ священник Иисус Христос ҫинчен шухӑшлӑр-ха.
Асап курасси сирӗн нумаях юлмарӗ: тӗрлӗ ырӑлӑхӑн Турри пире Христос Иисус урлӑ Хӑйӗн ӗмӗрлӗх мухтавне пама чӗнсе илнӗ. Ҫав вӑхӑтлӑх асапсене тӳссе ирттерсессӗн Вӑл сире ура ҫине тӑратӗ, ҫирӗплетӗ, хӑватлатӗ, тӗреклетӗ.
Ҫапах та санӑн патӑнта, Сардисра, хӑйсен таса тумне вараламан темиҫе ҫын пур. Вӗсем Манпа пӗрле шурӑ тумтирпе ҫӳреме тивӗҫ пулӗҫ.
Эсӗ пире Туррӑмӑрӑн патшалла священникӗсем турӑн, ӗнтӗ ҫӗр ҫинче эпир хуҫаланӑпӑр!»