Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Фессалоникисем патне 2-мӗш 1:10 - Синодальный НЗ

10 Ҫав юлашки кун Вӑл килӗ те мӗн пур ӗненекенӗсем Хӑйне савӑнса-тӗлӗнсе мухтанине курӗ. Эпир пӗлтернӗ Ырӑ Хыпара ӗненнӗрен эсир те мухтакансем хушшинче пулӑр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Фессалоникисем патне 2-мӗш 1:10
40 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Этем Ывӑлӗ Ҫӳлти Ашшӗн мухтавӗпе, ангелӗсемпе килӗ те пурне те ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ.


Чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем Патша пулса килекен Этем Ывӑлне курмасӑр та вилмӗҫ».


Ҫавӑ хӑш кун, хӑш сехетре пуласса Атте Турӑсӑр пуҫне никам та пӗлмест, тӳпери ангелсем те пӗлмеҫҫӗ.


«Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн мухтавӗпе, мӗн пур святой ангелӗсемпе килсессӗн Хӑйӗн чаплӑ престолӗ ҫине ларӗ.


„Эй, Хуҫамӑр, эй, Хуҫамӑр! Эпир Сан ятупа пророкла калаҫмарӑмӑр-им? Усалсене Сан ятупа хӑваласа кӑлармарӑмӑр-им? Сан ятупа тӗлӗнмелле ӗҫ нумай тумарӑмӑр-им?“ – тейӗ Мана чылайӑшӗ суд кунӗ ҫитсен.


Калатӑп сире: суд кунӗнче Содома та ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ».


Ҫавна илтсен Иисус каланӑ: «Ку чир вилмелли чир мар. Ку – Турӑ мухтавне кӑтартмалли, ҫапла майпа Турӑ Ывӑлне мухтава кӑлармалли чир».


Манӑн мӗн пурри те – Санӑн. Санӑнни те – Манӑн. Вӗсене пула Эпӗ мухтавлӑ пултӑм.


Ӗнтӗ эпир Христос ҫинчен пӗлтерни сирӗн ӑшӑрта ҫирӗпленчӗ.


кашнин ӗҫӗ юлашки кун палӑрӗ. Ҫав кун вутланса килӗ, вара кашнин ӗҫӗ мӗн тӗшне тӑни вутпа тӗрӗсленӗ.


Вара вӗсем Турра маншӑн мухтанӑ.


Пирӗн Турра мухтава кӑларма тӑрӑшмалла. Турӑ пире ҫылӑх тыткӑнӗнчен тӳлесе илӗ. Эпир Хӑйӗн еткерне тивӗҫессе унччен вара пире Святой Сывлӑш шантарать.


Хӑй сире чӗнсе илсе шанчӑк панине, Унӑн ӗненекенсене парас еткерӗ епле пысӑк та чаплӑ пулнине сире пӗлтермешкӗн чӗрӗрсене уҫтӑрччӗ тетӗп.


Ҫакна Вӑл пире пулас ӗмӗрте Христос Иисус урлӑ Хӑйӗн юратулӑхӗнче палӑракан иксӗлми ырӑлӑхне кӑтартас тесе тунӑ.


Хӑйӗн мухтавӗн пуянлӑхне кура Вӑл сире вӑй патӑрччӗ, Хӑйӗн Сывлӑшӗпе ӑшӑрсенчи ҫӗнелнӗ этеме ҫирӗплетсе ӳстертӗрччӗ тесе кӗлтӑватӑп.


Мӗншӗн тесен эпир пӗлтернӗ Ырӑ Хыпара эсир сӑмах халлӗн кӑна илтмерӗр. Ырӑ Хыпарӑн чӑнлӑхне эпир сире Святой Сывлӑш хӑвачӗпе, ҫирӗп ӗненӳпе вӗрентрӗмӗр. Сирӗн патӑрта чухне эпир сире ырра пултӑр тесе мӗнле пурӑннине хӑвӑрах пӗлетӗр.


Эй, тӑвансем! Эпир сирӗн патӑра пыни усӑсӑр пулманнине хӑвӑрах пӗлетӗр.


Эсир пирӗнтен Турӑ сӑмахне илтсессӗн, ӑна этем сӑмахӗ тесе мар, Турӑ сӑмахӗ тесе йышӑнтӑр. Ҫавӑншӑн эпир тӑтӑшах Турра тав тӑватпӑр. Вӑл, чӑнах та, Турӑ сӑмахӗ. Ҫав сӑмах сирӗн чӗрере – ӗненекенсен чӗринче – хӑйӗн ӗҫне тӑвать.


Ҫапла майпа, эсир тӑрӑшнине пула, Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗ мухтавлӑ пулӗ. Туррӑмӑрӑн тата Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗпе вара эсир те Ун урлӑ мухтава тухӑр.


Хуҫа Турӑ савакан тӑванӑмӑрсем! Пирӗн сирӗншӗн Турра тӑтӑшах тав тумалла. Мӗншӗн тесен Турӑ сире Святой Сывлӑшпа сӑваплатса, чӑнлӑха ӗнентерсе ҫӑлса хӑвармашкӑн чӑн малтанах суйласа илнӗ.


Паллах, эпир Турра хисепленин вӑрттӑнлӑхӗ пысӑкран та пысӑк: Турӑ ӳтленсе килнӗ, Вӑл Кам пулнине Сывлӑш ҫирӗплетнӗ, Ӑна ангелсем те курнӑ, Ун ҫинчен ытти халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, тӗнче Ӑна ӗненсе йышӑннӑ, тӳпене Вӑл мухтавлӑхпа ҫӗкленнӗ.


Асапӑм та манӑн ҫав сӑлтава пула, анчах та эпӗ вӑтанмастӑп. Мӗншӗн тесен эпӗ Кама ӗненнине пӗлетӗп, ҫав юлашки кун ҫитиччен Вӑл Хӑй мана шантарнине те вӑйра хӑварасса пӗлетӗп.


Ҫав юлашки кун ҫитсен Хуҫамӑр ӑна Хӑйӗн ырӑлӑхне курмалла тутӑрах. Ефесра вӑл мана мӗн тери пулӑшнине эсӗ хӑвах лайӑх пӗлетӗн.


Халӗ ман валли ҫӗнтерӳҫӗн тӳрӗлӗх пуҫ кӑшӑлне хатӗрлеҫҫӗ. Ҫав юлашки кун ҫитсен тӳрӗ суд тӑвакан Хуҫамӑр мана ӑна тӑхӑнтартӗ. Пуҫ кӑшӑлне Вӑл мана кӑна мар, Хӑй тепре килессе савӑнса кӗтекенсене пурне те парӗ.


Эсир вара – суйласа илнӗ халӑх, Патша священникӗсем, сӑваплӑ халӑх, Туррӑн ҫыннисем. Сирӗн тивӗҫӗр – хӑвӑра тӗттӗмрен Хӑйӗн чаплӑ ҫутине Чӗнсе илекенӗн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен хыпарласси.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ