8 Эпир вара, кун ҫути ачисем пулнӑ май, ӗненӳпе юратулӑхӑн тимӗр тумне тата ҫӑлӑнас шанчӑкӑн шлемне тӑхӑнар, хамӑр ӑс-тӑна ҫухатар мар.
Ӗнтӗ ҫаксем виҫҫӗшӗ: ӗненӳ, шанчӑк, юратулӑх – ӗмӗр-ӗмӗр пулӗҫ, анчах та аслӑраххи – юратулӑх.
чӑнлӑх сӑмахӗллӗ, Турӑ вӑй-хӑвачӗллӗ пулнипе ҫирӗплететпӗр. Икӗ аллӑмӑрта та – тӳрӗлӗх хӗҫӗ.
Эпир вара, ӗненсе Турӑ Сывлӑшне илнӗскерсем, хамӑра Турӑ тӳрре кӑларасса шанса кӗтсе тӑратпӑр.
Шуйттанӑн вӑрттӑн каварӗсене хирӗҫ тӑмашкӑн Туррӑн ҫар тумтирне тӑхӑнӑр.
Атте Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑртан канӑҫлӑх тата ӗненӳллӗ юратулӑх пултӑр сире, тӑванӑмсем.
Мӗншӗн тесен эсир пурте – ҫутӑ ачисем, кун ҫути ачисем. Эпир каҫ ачисем те, тӗттӗмлӗх ачисем те мар.
Хӑйӗн ырӑлӑхне пула пире савса ӗмӗрлӗх хавхалану тата ырӑ шанчӑк панӑ Иисус Христос Хуҫамӑрпа Атте Туррӑмӑр
Ҫав шанчӑк чунӑмӑрсемшӗн тӗрек евӗр; вӑл чаршав хыҫӗнчи Тасаран таса вырӑна та кӗрет.
Ҫавӑнпа та, савнӑ тусӑмсем, ӑс-тӑнӑра ҫивӗчлетӗр, сыхӑ пулӑр. Иисус Христос тепре килсессӗн хӑвӑр ырӑлӑх илессе ҫирӗп шанӑр.
Эсир вара – суйласа илнӗ халӑх, Патша священникӗсем, сӑваплӑ халӑх, Туррӑн ҫыннисем. Сирӗн тивӗҫӗр – хӑвӑра тӗттӗмрен Хӑйӗн чаплӑ ҫутине Чӗнсе илекенӗн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен хыпарласси.
Енчен те эпир, Вӑл ҫутӑра ҫӳренӗ евӗрлех, ҫутӑра ҫӳретпӗр пулсан – эппин пӗр-пӗринпе хутшӑнса пурӑнатпӑр. Эппин Унӑн Ывӑлӗн Иисус Христосӑн Юнӗ пире тӗрлӗ ҫылӑхран тасатать.