Ялтан яла ҫӳресе усал сывлӑш ернисене сыватакан иудейсен хӑш-пӗр тухатмӑшӗсем те Иисус Хуҫамӑр ятне асӑна пуҫланӑ: «Сире, усал сывлӑшсене, Павел ӳкӗтлесе вӗрентекен Иисус ячӗпе тухма хушатпӑр!» – тесе тухатнӑ вӗсем.
Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑр тата ҫӳлти престол патӗнчи ангелсем умӗнче маларах асӑрхаттарнине тытса пыма хушатӑп. Никама та мала ан хур, кӑмӑлу хыҫҫӑн ан кай.
Ку тӗнчере пуяннисене каласа ӳкӗтле: вӗсем хӑйсене ытлашши мӑнна ан хуччӑр, ултавлӑ пуянлӑхне мар, чӗрӗ Турра шанччӑр. Пире савӑнса пурӑнма мӗн кирлине Турӑ туллин парать.