22 Тӗрлӗ усалтан аякра тӑрӑр.
Усала хирӗҫ усалпа никама та ан тавӑрӑр, ҫынсемшӗн мӗн ырӑ – ҫавна тӑвӑр.
Ҫавӑнпа та, ӗненекен тӑванӑма апат-ҫимӗҫ такӑнтарса ӳкерет пулсан, ӑна такӑнтарас мар тесе, пачах та аш ҫием мар.
Хамӑр ӗҫе ан хурлаччӑр тесе эпир никама та, нимӗнле те такӑнтармастпӑр.
Эй, тӑванӑмсем! Юлашкинчен ҫакна калам: чӑнни, хисепли, тӗрӗсси, таси, юратулӑхпа ырӑ сӑмаха тивӗҫли пирки, кӑмӑллипе мухтавли пирки шухӑшлӑр.
Ку аван-и, аван мар-и тесе шухӑшлӑр та, аванни хыҫҫӑн кайӑр.
Канӑҫлӑх Турри Хӑй сире туллин сӑвапласа тасаттӑр. Иисус Христос Хуҫамӑр тепре киличчен сирӗнте йӑлтах: чун-чӗм те, чун та, ӳт-пӳ те – тӗрӗс-тӗкел упранса юлтӑр.
Теприсене, ӗмӗрлӗх вутпа хӑратса, вутран туртса кӑларӑр, ҫӑлса хӑварӑр. Виҫҫӗмӗшсене вара асӑрханса питлемелли кӑна юлать. Вӗсен ҫылӑхлӑ ӳт-пӗвӗпе вараланнӑ тумтирӗнчен те йӗрӗнӗр.